Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ юлĕ ĕмĕре

22 ноября 2016 г.

Иртнĕ шăматкун, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта чĕрене хумхантаракан мероприяти иртрĕ. Шăп 30 çул каялла Афганистан вăрçинче паттăрла пуç хунă Александр Журавлев афганец-героя чысласа Хисеп хăми уçрĕç. Ку вăл иккĕмĕш хăма. Пĕрремĕшне маларах уçнă пулнă. Хальхине Сашăн çывăх юлташĕ, пĕрле вĕреннĕ, службăра пулнă Сергей Кузьмичев пуçарăвĕпе тунă.

Мероприятине республикăри тата районти афганецсен пĕрлĕхĕсен членĕсем, Сашăпа пĕрле службăра пулнă юлташĕсем, амăшĕ - Роза Николаевна, йăмăкĕсем, çывăх тăванĕсем, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Никитин афганец, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар коммиссариачĕн ĕçченĕсем Александр Шулеповпа Петр Иванов, шкул ачисемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Хисеп хăмине Роза Николаевнăпа Сергей Кузьмичев уçрĕç. Интернационалла тивĕçе пурнăçланă афганецсем паттăра асăнса чĕрĕ чечексем хучĕç, пуçĕсене тайса чĕркуççи çине тăчĕç.

Александр Елизарович Журавлев апрелĕн 21-мĕшĕнче 1966 çулта Сителте çуралнă. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче пĕлỹ пухнă. 1984 çулта çара кайнă. Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă. Сапер пулнă. Анчах та киле таврăнма 4 уйăх юлсан, 1986 çулхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна Сител ялĕнче пытарнă.

Митингра паттăр салтак çинчен чылай ырă сăмахсем янăрарĕç: "Шел пулин те Сашăна çĕршывăн, ял-йышăн хисепне, чысне хăй куçĕпе курма тивмерĕ. Çавăнпа та пирĕн тивĕç _ унăн ятне ĕмĕр асра хă- варасси, амăшне патне тимлĕх уйăрасси, хамăр шкулта çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парасси", _ терĕ шкул директорĕ Л. Павлова. Лиана Николаевна Сашăн амăшне паттăр ывăл çуратса çитĕнтернĕшĕн тав туса чечек çыххи парнелерĕ.

"Эпир ун чухне пĕр-пĕринпе питĕ туслăччĕ. Вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, украинецĕ, таджикĕ, узбекĕ _ пурте пĕр пулнă, халĕ те чылайăшĕнпе çыхăну тытатпăр-ха. 17-19-ти каччăсенче çамрăк юн вĕренĕ, начарри çинчен шутламан та, нимĕн те пĕлмен. Приказ панă, ăна пурнăçламалла пулнă. Никам та турткаланса, тавлашса тăма та пултарайман. Нимĕнле паттăрлăх, чап, орден илессишĕн те ĕмĕтленмен. Тĕп вырăнта - инкеке лекнисене пулăшасси, çĕр çинчи халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетесси пулнă. Чылай çамрăкăн ĕмĕрĕ куç умĕнчех татăлчĕ. Çаксене курсан пурнăç мĕнле хаклă иккенне туйма тытăнтăмăр. Пĕр тан мар çапăçура пирĕн рота командирĕ те пуçне хучĕ. Халĕ мана унăн вил тăприйĕ çине кайса килес шухăш канăç памасть-ха. Украинăранччĕ вăл. Кайса килетĕпех", _ терĕ Олег Федоров.

"Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те Афганистан хирĕ, кишлакĕсем, душмансене куçа-куçăн курни, вилнĕ е аманнă юлташсем куç умĕнчен çухалмаççĕ. Çывăрма выртсан та кинофильм пăхнă чухне те аса килсех тăраççĕ", _ тет В. Майрушкин.

"Никам та çĕр çине паттăр пулса çуралмасть, патриота çитĕнтерме таврари лару-тăру тата самана таппипе пурнăç пулăшаççĕ. Пирĕн тете çамрăклах куршĕ-аршăна, ватă çынсене яланах пулăшма васкатчĕ. Тĕрĕслĕхе малти вырăна хуратчĕ, питĕ ĕçченччĕ. Эпир вăл вилнĕ чухне çамрăк пулнă, халь пурнăç иртнĕçемĕн, хам икĕ ывăл амăшĕ пулсан тин çеç, аннене мĕнле йывăр пулнине ăнлантăм. Пĕртен-пĕр пиччене, йăха тăсакана çухатма чăтма çук йывăр пулнă, паллах", _ аса илчĕ Сашăн йăмăкĕ Надя.

Паттăрăн амăшĕ, Раиса аппа, мероприяти тăршшĕпех пичĕ тăрăх юхакан куççульне шăлса ларчĕ. Ывăлне манманнишĕн пурне те тав турĕ. Никамăн та вăрçă хурлăхне тỹсмелле ан пултăр тесе çамрăксене пиллерĕ.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕ шкулăн акт залĕнче тăсăлчĕ. Унта ентеше халалланă электронлă презентаципе паллаштарчĕç, ачалăхĕ çинчен калаçрĕç, вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕсемпе тĕлĕнтерчĕç.

Хăнасем те Афганистан çинчен çырнă чĕрене пырса тивекен юрăсене гитарăпа шăрантарчĕç. Историне кĕрсе юлнă (1976 - 1986) афган вăрçи пиншер çамрăк пурнăçне татрĕ. 10 çул, 2238 кун пынă вут-çулăмлă çар операцийĕнче пирĕн районтан 239 салтак хутшăннă. Вĕсенчен çиччĕшĕ (Патăрьелĕнче çар комиссариачĕ умĕнче асăнса палăк лартнă) пуçне хунă.

Хальхи вăхăтра 119 афганец пурăнать.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика