25 октября 2016 г.
Эпĕ 1966 çулта Аслă Чемен ялĕнче çуралнă. 1983 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1983_1988 çулсенче И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухнă. Вĕреннĕ вăхăтра университетра йĕркеленнĕ "Çилçунат" литература кружокĕнче поэзи секцине ертсе пынă. Вĕренсе тухнă хыççăн Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче пĕр çул ĕçленĕ. 1989 çултан пуçласа паянхи кунчченех Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вĕсенчен 19 çул директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçланă. Районти "Мехел" клуб членĕ. Манăн хайлавсем районти, республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта, "Урхамахсем тăраç тапăртатса", "Çăлтăрпа çуралнă ĕмĕт" хайлавсен пуххисенче, чăваш халăх сайтĕнче пичетленнĕ. Тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе наградăсене тивĕçнĕ.
Ун куçĕсем таçта пăхаççĕ тĕлсĕр.
Алли-ури армак-чармак...
Йĕппе "тĕрленĕ" кĕлетки те нĕрсĕр,
Çăварĕпе чапкать чăмлак.
Ытла хăрушă мар-и çак ỹкерчĕк?
Чуна çурса икке пайлать.
Çап-çамрăклах вăл ватă та сỹсленчĕк...
Эй! Кам çак вилĕме сутать?
Сана та çĕр çине этем çуратнă.
Ун тăрăх тивĕç-ши утма?
Эс намăс-симĕсе йăлтах çухатнă.
Çапла шутланă ав пуйма.
Наркотик сĕрĕмĕ пуçне минретнĕ
Этем тухать-çке выльăха.
Халь уншăн пурнăçăн илемĕ сỹннĕ.
Вăл уямасть тин - мĕн паха!
Ан тыт нихçан та эсĕ, çамрăк тусăм,
Шур вилĕм çимĕçне алла!
Пĕрре килет вĕт çĕр çинче чăн пурнăç!
Ăна кашнин упрамалла.
Светлана НИКИТИНА, Пăлапуç Пашьел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)