Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Условисем пур. Вĕрен кăна!

30 августа 2016 г.

 Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта ĕçлекенсем çĕнĕ вĕренỹ çулне кăмăллăн кĕтсе илеççĕ: çулла алла аттестат тыттарса янă вунă каччăпа хĕртен пурте уйăх пуçламăшĕнче тĕрлĕ хулари аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Ку çеç те мар-ха, саккăрĕшĕ çемйисене пысăк тăкак кỹмесĕр, урăхла каласан, патшалăх шучĕпе малалла пĕлỹ илĕ. Кун пек ырă хыпар çитессе кĕтсех тăнă учительсем. Мĕншĕн тесен, вĕсенчен кăçал виççĕшĕ ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Маларахри çул та иккĕн çак чыса тивĕçнĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул коллективĕ çитес çул та ачасене вĕренме лайăх условисем туса парас, çĕнĕ çитĕнỹ- сем тума пулăшас тесе нумай тăрăшнă. Икĕ хутлă кирпĕч çуртри мĕн пур пỹлĕмре, коридорта чỹречесене, урайсене, стенасене, шыв пăрăхĕсене сăрласа тухнă, кабинетсене тирпейленĕ, çĕнетнĕ. Вĕсене сивĕ тата вĕри шыв пырса тăрать, канализаци пур. Шалтах _ туалетсем. Кăçал спортзалта та пысăк улшăну асăрхама май пур _ Пăлапуç Пашьел шкулĕнче вĕренсе воспитани илнĕ ентеш, халĕ Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕнче вăй хуракан Олег Мешков тата унăн юлташĕсем пухса панă укçа-тенкĕпе велотренажер илсе вырнаçтарнă. Ун çумне халĕ тата хул-çурăмпа ал-урана тĕреклетмелли ытти хаклă оборудовани лартаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ районта çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнине тĕрĕслеме тунă комисси пашьелсене пысăк хак панă.

Коллектив çамрăкланма пуçлани те ырă пулăм темелле. Кăçал шкулта çĕнĕ специалист ĕçе пуçăнать. Çак шкул партти хушшинче ларнă Анастасия Лисицина Шупашкарти педагогика университетĕнче ятарлă диплом илнĕ хыççăн ачасене физкультура вĕрентме пикенет. Шкулта чухнех ирĕклĕ кĕрешỹ енĕпе спортсмена тухнă кỹршĕ Сител хĕрĕ пысăк шанчăк парать.

Шкул директорĕн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен Роза Мазякова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕлỹ çуртне 103 ача килмелле. Пысăк пайĕ _ тăван ялтан. Сителтен пĕрремĕш клас- ранах çỹрреççĕ, аслăрах классене Пăлапуç Нурăспа Ишлĕрен хутшăнаççĕ. Вĕсене куллен сар автобус турттарать.

Н. Ларионов

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика