23 июня 2016 г.
Районти Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕпе ĕçлекен комисси тата Чăваш статистикин Пĕтĕм Раççейри штатра тăман служби ял хуçалăх çыравне хамăр тăрăхра тивĕçлĕ шайра хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевпе вĕренỹ учрежденийĕсенче ăс пухакансем хушшинче "Ялта çителĕклĕ _ çĕршыв тĕреклĕ" темăпа сочиненисен конкурсне ирттернĕ. Унта Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта ăс пухакан Е. Матвеева пĕрремĕш вырăн йышăннă. Хаçат вулаканĕсене унпа паллашма ыйтатпăр.
Эпĕ ял ачи пулнăшăн, асатте-асанне çĕрĕ çинче выляса-кулса ỹснĕшĕн, уçă сывлăшлă хыр вăрманĕ çумĕнчи шкула тантăшсемпе хавхаланса пĕлỹ пухма утнăшăн çав тери хĕпĕртетĕп. Уй-хире тухсан вара тĕлĕнмеллипех-тĕлĕнетĕп: мĕн кăна ỹстермест пирĕн ялăн маттур халăхĕ!
Хĕлле те, çуркунне те, çулла та, кĕркунне те вĕресе çеç тăрать ял пурнăçĕ! Пĕр кун та ĕçлемесĕр пурăнаймасть-çке вăл: выльăхне пăхмалла, пахчинче ĕçлемелле, хире тухмалла... Çăкăр ахаль килсе выртмасть, сĕт-çăвĕсĕр те пурăнма май çук, пахча çимĕçри витамин та пирĕн организма вăй хушать.
Кăçал Раççейре Ял хуçалăх çыравĕ иртмелли çинчен эпĕ шкулти "Ешĕл хунав" кружокра пĕрремĕш хут илтрĕм. Кружок ертỹçи пире "Тантăш" хаçатра пичетленнĕ "Ял хуçалăх çыравĕ çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?" викторинăна хутшăнма сĕнчĕ. Çăмăл мар пулсан та эпир тăрăшрăмăр, нумай вуларăмăр, вĕрентекен, аслисем каласа панине итлерĕмĕр. Мана тата Наташа тантăшăма тав хучĕпе чысласан питĕ савăнтăм. Халĕ эпĕ çырав çинчен ыттисене те каласа кăтартма пултаратăп.
Эпĕ пиллĕкмĕш класра çеç вĕренетĕп-ха, çавах ял хуçалăх çыравĕн тĕллевĕсене хама май ăнлантăм. Çĕршывăн хуçалăх тытăмĕ, пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ, акакан-лартакан уй-хир калăпăшĕ, сад-пахча, выльăх-чĕрĕх, кайăк-кĕшĕк йышĕ çинчен чăнлăхпа килĕшсе тăракан кăтарту тăвасшăн çырав ирттерекенсем.
Ял хуçалăхĕн мĕн пур енне тишкерме тĕллев лартнă, вĕсене аталантармалли çул-йĕре палăртасшăн, тавар кăларакансене те патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли çĕнĕ майсем çирĕплетесшĕн. Çыравра уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене, фермер хуçалăхĕсене, ял хуçалăх организацийĕсене, сад-пахча пĕрлĕхĕсене, дачăсене шута илĕç. Хупăннă ялсенчи çĕрсем те, пушă лаптăксем те асăрханмасăр юлмĕç. Пирĕн çемье те çирĕп хуçалăхпа пурăнать. Асанне, аттепе анне, эпĕ тата Настя йăмăкăм ял пурнăçне килĕштеретпĕр. Çырав талисманĕ пире _ çивĕч, хаваслă кĕлте _ кăмăла кайрĕ. Кĕлте çинчен мана ĕмĕрне çĕр ĕçĕпе ирттерекен юратнă асанне тĕплĕн каласа кăтартрĕ. "Ĕлĕк хĕрачасене çĕр паман. Хырăмĕ вара пурин те выçнă. Çĕр çав тери хаклă пулнă ял çыннишĕн. Паян ăна хисеплеме пăрахрăмăр-ши? Хыт хура хупланă лаптăксене курсан чун ыратать. Пĕр айлăм та, вар та çулăнмасăр юлман. Ал вăйĕ-пе вăй хунă тата... Ял ачин тутлă ыйхине ирех татмалла пулнă. Мĕнле ĕçе кăна хутшăнман вăл! Кантăр акса-тылласа пир-авăр хатĕрленĕ, кĕпе-тумтир çĕленĕ, тырă вырнă, кĕлте çыхнă, çĕмел тунă, тăпачă çапнă... Халь трактор-комбайн ĕçлет, ачасем те ĕлĕкхи чухлĕ тăрăшмаççĕ", _ тет вăл. Ял халăхĕн пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Паян та вăл хĕвелпе пĕрле тăрса ĕне сăвать, ăна кĕтĕве хăвалать. Шăрăха пăхмасăр çум çумлать, утă пуçтарать... Паллах, чылайăшĕ халь техника вăйĕпе усă курать. Патшалăх та ял çыннин пурнăçне çăмăллатма пулăшать.
Акă, пирĕн ялта тăватă фермер хуçалăхĕ. Кузьмичевсем, Черновсем, Матюшкинсем ытларах ĕне-выльăх усраççĕ, С. Чаданов хуçалăхĕнче тĕрлĕ ĕç вĕрет.
"Çĕртен çăкăр (телее, пирĕн асаннепе анне халĕ те кăмакара çăкăр пĕçереççĕ), тин сунă сĕт, чечек шăрши... кĕрет, вăл ял, хула çыннине тăрантарать. Унпа тирпейлĕ те тулли усă курмалла, ĕçлеме юратмалла, вара пурнăç та лайăх пулĕ", _ калаçăвне ăш пиллĕн тăсать çитмĕле çывхаракан асаннеçĕм Любовь Ивановна. Унпа килĕшмесĕр те майĕ çук. Çĕр çинче утса çỹретпĕр, çĕр çинчех йывăç-курăкĕ ỹсет, чĕрчунĕ чупать...
"Ялта çителĕклĕ _ çĕршыв тĕреклĕ" девизпа иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне пирĕн çемье хутшăнатех, мĕншĕн тесен эпир хамăрăн тăван çĕре, яла юрататпăр, вăл тата та аталанасса шанатпăр. Çырав эмблеми çинчи пек тулли пучах хумхантăр пирĕн хирсенче! Ун чухне çĕршыв та тĕреклĕ пулĕ!
Е. МАТВЕЕВА. Пăлапуç Пашьел ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)