Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăлапуç Пашьелсем тата Кивĕ Ахпỹртсем çĕнтернĕ

11 марта 2016 г.

Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче вырнаçнă муниципаллă культура учрежденийĕсенчен тата вĕсенче ĕçлекенсенчен чи лайăххисене палăртнă. Конкурса 61 ĕç тăратнă. Вĕсенчен 37-шĕ _ культура учрежденийĕсенчен. Çĕнтерỹçĕсем хушшинче вара Патăрьелсем пурри те савăнтаратех. Централизациленĕ клуб системинчи Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çурчĕ "Чи лайăх муниципаллă культурăпа кану учрежденийĕ" ята тивĕçнĕ. Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕн заведующийĕ Л. Сеприханова вара "Муниципаллă культурăпа кану учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире палăрнă.

Сăмах май, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕ республикăри ял тăрă- хĕсенче комплекслă компактлă застройка тата тирпей-илем кĕртмелли пилотлă проектпа килĕ- шỹллĕн пыракан конкурс çĕнте- рỹçи те (2012 ç.) пулнăччĕ. Унпа кану çуртне тул енчен илемлĕ сăн кĕртрĕç, тăррине çĕнетрĕç.

2014 çулта 400 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçсе пурлăхпа техника базине пуянлатнăччĕ.

Кивĕ Ахпỹртри культура çуртĕнчи художество пултарулăх коллективĕ тăтăшах район тата рес- публика конкурсĕсемпе фестивалĕсен лауреатне тивĕçет. Лидия Михайловна темиçе хутчен те тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене илнĕ.

"Культура учрежденийĕпе ĕçченĕсем çакнашкал чыса тивĕçни малашнехи ĕçре хавхалану кỹретех. Хăйсен кулленхи тăрăшуллă ĕçĕпе вĕсем уява та, кану кунĕсене те пăхмасăр халăха кантараççĕ, культурăна явăçтараççĕ, нумай наци çыннисен ырă йăли-йĕркине малалла тăсса пыма пулăшаççĕ. Куракана çак енĕпе тивĕçтерỹ парассин пахалăхĕ малашне лайăхланасса шансах тăрас килет", _ тет район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ М. Айзатуллов.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика