18 февраля 2016 г.
Районти акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашас тĕллевпе час-часах пĕрле пуçтарăнаççĕ. Иртнинче вĕсем Çĕньялти, ку хутĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи шкулсенче тĕл пулчĕç. Черетлĕ семинар "Уроксенче усă куракан çĕнĕ вĕренỹ технологийĕсем" темăпа иртрĕ. Шкулпа паллашнă хыççăн вĕрентекенсем В. Мешкова 4 класра пĕлỹ пухакансемпе компьютер технологипе усă курнă урока итлерĕç. "Ял тата хула" темăпа ачасем икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç. Мĕн кăна тумарĕç пулĕ урокра: вăйăсем вылярĕç, сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, тĕрлĕ хăнăхтару турĕç, пурте пĕрле асамлă çыру вуларĕç. Никама та кичем пулмарĕ. Ыттисем вĕрентекен урокне ырларĕç. Директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ С. Никитина Вера Кузьминична хăйĕн ĕçне чунтан юратнине, ачасемпе уроксем хыççăн та юлса ĕçленине палăртрĕ.
Семинарта çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Л. Волкова та тухса каларĕ. Сăмах кунта юлашки вăхăтра урока икĕ е ытларах вĕрентекен темиçе предметпа çыхăнтарса ирттересси анлăн сарăлни çинчен пычĕ.
Н. КОШЕЛЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)