27 января 2016 г.
Раççейри Литература тата Чăваш Енри К.В. Иванов çулталăкĕ хыçа юлчĕ. 2015 çул вара Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн чылай ырă аса илỹ хăварчĕ. Литературăна юратакан маттур ачасем шкул, район, республика шайĕнчи нумай-нумай конкурспа мероприятие хастар хутшăнчĕç. Кашни класс стена хаçачĕ кăларчĕ. Тĕрлĕ автора халалланă презентаци куравĕсене, литература сехечĕсемпе уçă уроксене тăрăшса хатĕрленчĕç. Эпир те, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, уроксене, класс тулашĕнчи мероприятисене кăсăклăрах ирттерме тăрăшрăмăр.
Вĕренỹ çулĕнчи хăш-пĕр самантсемпе çитĕнỹсене те аса илсе хăварас килет. Акă шкулти "К.В.Иванова асра тытса" çавра сĕтел кăсăклă та усăллă иртрĕ. Литература тĕпелĕнче вуннăмĕш класра вĕренекенсем "хуçаланчĕç" пулин те ытти класри хастарсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пĕри те ахаль килмен çавра сĕтеле хутшăнма. Ăна 10-мĕш класри Даша Иванова ăста ертсе пычĕ. Сăмах май, анлă тавра курăмлă, спорта, юрра-ташша кăмăллакан хĕрача нумай пулмасть çеç "Артек" лагерьтен таврăнчĕ. Мероприяти 11 класри Коля Александров Г. Айхин "Константин Иванов" сăввине вуланинчен пуçланчĕ. К. Ивановăн нумай енлĕ талантне уçса пачĕç ачасем. Çав вăхăтрах хăйсем те пултаруллă пулнине çирĕплетсе пычĕç. Чаплă поэтăмăр çинчен калаçнă чух "Нарспи" поэмăна епле аса илмĕн? 20 ытла чĕлхепе вулаççĕ-çке ăна! Унăн сыпăкĕсене вара тĕрлĕ конкурссен çĕнтерỹçисем _ Елена Тихонова (10 класс), Саша Кондратьев, Петр Гурьев (9 класс) _ вуласа савăнтарчĕç. 6 класри Анастасия Соколова "Икĕ хĕр" юмаха вуласан чылайччен алă çупрĕç. "Шуйттан чури" трагеди сыпăкĕсемпе 10 класри Николай Беловпа Михаил Ларев паллаштарчĕç. Хайлав паянхи куншăн та питĕ çивĕч пулнине, мул тĕнчи çынна суккăрлатнине, чунсăрлатнине палăртрĕç ачасем.
Тĕрлĕ материалтан хатĕрленĕ тинĕс фонĕнчи пĕччен парăс умĕнче 11 класри Люба Мешкова К. Иванов куçарнă М. Лермонтовăн "Парăс" сăввине чуна тивмелле вуласа пачĕ. Ачасем вуланă тĕрлĕ жанрлă хайлавсем вара К. В. Иванов тĕлĕнмелле чаплă поэт пулнине кăтартса пачĕç.
Пирĕн районта çуралнă Петр Пазухин композиторпа Кĕçтенттин Чĕмпĕрте пĕрле вĕреннĕ. Унпа пĕрле вăл Аслă Арапуç тăрăхне килни те паллă. 6 класра вĕренекенсем шкулти музыка учителĕ Нина Тихонова ертсе пынипе "Хурăн çулçи" юрра парнелерĕç. Юрă сăввине вара К. В. Иванов çырса илнĕ тата кĕввине П. Пазухин илемлетнĕ. Халăх сăмахлăхне те сахал мар пухнă поэтăмăр.
10 класри Кристина Сапожникова Кĕçтенттин ал ăсти пулнине çирĕплетсе пачĕ. Поэт амăшĕн аса илĕвĕсемпе усă курчĕ. Вăл ăсталанă пичет машинки хăйех мĕне тăрать! Алина Кузьмичева калаçăва хутшăнса Константин Васильевич ỹкерме юратни çинчен сăмах хускатрĕ.
"Чăнах та, тĕлĕнмелле талантлă çамрăк пулнă Кĕçтенттин! Çыравçă, куçаруçă, учитель, художник, иллюстратор, декоратор, редактор, фольклорист, фотограф, скульптор... Пирĕн те ун пекех маттур пуласчĕ. Талантсен çăл куçĕ пирĕн шкулта та тапса тăтăрччĕ", _ тесе вĕçлерĕç ачасем хăйсен калаçăвне.
Районти "Нарспи сăнарне эпĕ мĕнле ăнланатăп?" сочиненисен конкурсĕнче пирĕн шкулти Даша Ивановăпа Кристина Катыкова малти вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Кристина Катыкова вара республикăра та иккĕмĕш вырăна тухрĕ, Чăваш Республикин Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин дипломĕпе парнине илме тивĕç пулчĕ.
Чăваш патшалăх университечĕ ирттернĕ "Константин Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ" Интернет олимпиадăра 10 класри Николай Белов, Кристина Катыкова, Кристина Сапожникова, 11 класри Николай Александров, Любовь Мешкова, Татьяна Кудимова малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Республикăра "Чăваш поэзийĕн генийĕ" ятпа иртнĕ сăвă калакансен конкурсĕнчен Люба Мешковăпа Елена Тихонова пысăк хавхаланупа таврăнчĕç. Люба Мешкова çавăн пекех "Тантăш" хаçат ирттернĕ "Сăвăпа чĕрем юрлать, чун чăвашлăхшăн çунать - 2015" конкурс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Пĕтĕм чăваш чĕлхин Интенет олимпиадинче те литературăпа çыхăннă кăсăклă ыйтусем пурччĕ. Олимпиадăна хутшăннă 485 ачаран пирĕн шкулти 8 класра вĕренекен Татьяна Васильевăпа 9 класри Даниил Павлов çĕнтерỹçĕсен йышне лекрĕç. 7 класри Ирина Мазякова, 8-мĕшĕнчи Илья Мазяковпа Ольга Гордеева вара - призерсем.
Республикăри "Сенкер инçет" олимпиадăра, "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман - иртнĕ кун çути хайлавĕ" викторинăра та ачасем тăрăшуллă пулчĕç. Вĕрентекенсем те сахал мар конкурса хутшăнчĕç.
Чăваш Енри Ĕç çыннин тата Раççейри Кино çулталăкĕ те нумай-нумай ырă ĕçсемпе, усăллă та кăсăклă мероприятисемпе, ачасемпе вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсемпе пуян пуласса шанас килет.
С. НИКИТИНА, Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)