Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра савăнтăмăр

12 декабря 2015 г.

 Пăлапуç Пашьел шкулĕн ĕçченĕсем Шупашкарта "Çамрăксен хаçачĕ" 90 çул тултарнине халалласа ирттернĕ уява çитсе килчĕç. Вăл Пукане театрĕнче иртрĕ. Пухăннисене ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов ячĕпе министерствăн информаципе аналитика пайĕн пуçлăхĕ Евгения Кудряшова саламларĕ. Çавăн пекех "Хыпар" Издательство çурчĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Арланов, "Çамрăксен хаçачĕн" пĕрремĕш редакторĕ Геннадий Максимов, пирĕн ентеш Альбина Юрату поэтесса хаçат тусĕсемпе вулаканĕсене ăнăçусем сунчĕç. Хальхи хаçат редакторĕ Дмитрий Моисеев тата ытти калем ăстисем сумлă наградăсене тивĕçрĕç. Саламлакансем татах та нумай пулчĕç. Сумлă хăнасен йышĕнче Пушкăрт çыравçи Айгиз Баймхуаметов пурри пурне те савăнтарчĕ. Унăн чăвашла куçарнă "Ан хăвар, анне" повеçне "Çамрăксен хаçатĕнче" номертен номере пичетлесе пыраççĕ.

Концерт хыççăн лотерея выляттарчĕç. Пирĕн шкулти вырăс чĕлхипе литератури учителĕ Вероника Бахитова тĕп приза - мультиваркăна выляса илни те пире савăнтарчĕ.

С. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика