Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĕРКĕРЛЕРĕ ПАШЬЕЛ УЯВĕ!

18 июля 2015 г.

Питрав кунĕнче Пăлапуç-Пашьел 390 çул тултарнине чыслăн уявларĕ ял халăхĕ. Ăна салам сăмахĕсемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Никитин уçрĕ.

Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев килни вара тата та хавхалантарчĕ. Ял уяне хамăрăн ентеш, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков та хутшăнчĕ. Германирен, Тутар, Удмурт Республикисенчен, ытти тĕрлĕ хуласемпе облаçсенчен, кỹршĕ районсемпе ял хăнисем те пирĕнпе пĕрлех савăнчĕç. Уявра савăнăçлă самантсем нумай пулчĕç. Шкулти музыка учителĕ Нина Тихонова Михаил Игнатьев аллинчен Тав çырăвĕ илме тивĕç пулчĕ. Иван Максимов водительпе Леонтий Александров ял старостине вара О.Мешков ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Ял халăхĕ вара "Çавал" фольклорпа эстрада ушкăнĕн концертне курса савăнчĕ. Çавăн пекех Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелпе Чаткас артисчĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Ял çумĕнчи уçланкăра ватти те, вĕтти те, çулланни те, яшши те кăмăлне тупрĕç. Ĕлĕкхине аса илсе вăйă картине тухни те, "Чивĕлтĕр", "Çерем пăсса вир акрăм" тата ытти вăйăсене те выляса киленни, чăваш юрри-такмакĕпе ура хуçса ташлани тата ытти те нумайлăха асра юлĕ. Уяв концерчĕн программи те самаях анлă, пуян содержаниллĕ пулчĕ, ялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ "Пашьел" фольклор ансамблĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.

Пирĕн ялта 12 урам. Унта пурăнакансем кашниех уява хăй парнипе - ташши-юррипе - килнĕ. Сăмахран, аптека кассинче пурăнакансем Нина Тихонова музыкант хатĕрленипе "Тăванлăх кĕввисем" юрăпа ташă сюити лартса пачĕç. Турикассем "Урхамахсем тăраç тапăртатса" юрăпа килнĕ. Масар касăн ĕçченĕсем "Юрлар кăна, юрлар, ай, тантăшсем" юрра шăрантарчĕç, Ирина Мазякова "Нарспи" сыпăкне вуларĕ.

Зот Степанов купăсçă ертсе пынипе çĕнĕкассем "Сарă хĕр","Хут купăс" юрăсене парнелерĕç, яланхи пекех Вера Черновăн сăввине те итлеме кăмăллă пулчĕ. Чутей кассем те маттур. Еплерех янрарĕç вĕсен "Эпир кунта хăнара", "Ай, сад савăнать..." юррисем! Пайăш кассем "Çурхи каç" юрра юрларĕç. Мария Малышева хăй çырнă сăвăпа савăнтарчĕ. "Пăлан мăйраки", "Сада чечек лартмасан" юрăсемпе çитнĕ уява Люля, Çемçе, Шăхран кассенче пурăнакансем тата ытти те. Кашни урам уяв кĕреки хатĕрленĕ. Мĕн кăна çук сĕтелсем çинче! Кукăль-пỹремеч, хăпарту-капăртма, хуран кукли, тĕрлĕ улма-çырла, шỹрпе...

Концерт хыççăн тỹресем тĕрлĕ номинаци çĕнтерỹçисене парнесем парса чысларĕç. "Чи тутлă пỹремеч", "Чи пысăк кукăль", "Чи тутлă хуплу", "Чи кăпăклă сăра", "Чи тулăх сĕтел", "Чи пахалăхлă пыл", "Чи маттур хурт пăхакан", "Чи лайăх юрлакан" тата ытти нумай конкурссем пулчĕç. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнисене те чысларĕç. Кĕрешỹ, волейбол, кире пуканĕ йăтакансен, алă вăйне виçекенсен ăмăртăвĕсене çĕршер çын пăхса киленчĕ. Курмалли-киленмелли, тĕ лĕнмелли сахал марччĕ уяв уçланкинче. Тĕрлĕ стендсем… Аваллăх тĕнчи те кунтахчĕ. Тĕрлĕ ăстасен ĕçĕсем те куç тулли. Хурт-хăмăр ăстисем те сахал мар ялта. Пир тĕртекен те пур, çăм арлакан та...

Каçхине те савăнчĕç Пашьелсем. "Янташ" ушкăн юррисемпе киленчĕç. Каçхи тỹпене тинкерсе уяв салютне сăнарĕç. Пин-пин хĕлхем тỹпере çеç мар. кашнин куçĕнче çиçрĕ.

С. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика