Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Капăрлан, чечеклен, Юхма Ен!

15 июля 2015 г.

 Хамăр халăхăмăрăн культурипе йăли-мешехине ламран-лама куçарса пырас, ĕç паттăрĕсемпе уйрăм хастарсене палăртас, утăра ĕшеннĕ хыççăн вăйă картине тухас, юрлас-ташлас, вăйлинчен вăйлисене палăртас тĕллевпе тăхăр çул каялла район администраци пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн пирĕн тăрăхра тепĕр пĕлтерĕшлĕ уява _ район кунне _ паллă тăвассине çирĕплетнĕ. Йăлана кĕнĕ уява вырăна тухса ирттернĕ акатуй-сабантуй тесен те йăнăш пулмĕ. Кăçал вара аякри тата çывăхри хăнасене, тус-юлташсемпе пĕлĕшсене Ишлĕсем хăйсен ешерекен уçланкине пуçтарчĕç.

Ыр хăна тĕпеле иртсен кĕреке те тулли курăнать, теççĕ. Район ертỹçисемпе, республикăран çитнĕ ытти хăнасемпе пĕрлех район кунне паллă тума Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев Ишлĕсене уява лайăх та кăмăллă ирттерме ырă суничченех Аслă Пỹлĕхĕмĕр пирĕн савăнăçа пĕрле пайларĕ: çумăр антарса пачĕ! Шăпăртатса та шăкăлтатса калаçакан çумăра пăхмасăр уяв малалла тăсăлчĕ. Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина уява хатĕрленсе пысăк ĕç туни харама ан кайтăр терĕ курăнать: "Ан кулянăр, çумăр çеç мар, пирĕншĕн паян çỹл тỹперен çăкăр çăвать",_ хавхалантарчĕ район кунне пуçтарăннисене уявпа саламланă май.

Уяв тени ырă та ăшă сăмахсемсĕр, парнесемсĕр иртмест. Чăн малтанах Михаил Васильевич Сăкăт чăвашĕсене, сак тулли саккăр çеç мар, 14 ача пăхса ỹстернĕ Петр Васильевичпа Зинаида Федоровна Кариковсене "За любовь и верность" орденпа, Ульяновкăри Валерий Александровичпа Лидия Георгиевна Васильевсене çав ятлах медальпе наградăларĕ. Ишлĕри "Хĕрлĕ палан" ача сачĕн коллективне вăйă оборудованийĕсем туянма 150 пин тенкĕлĕх сертификат парнелени те воспитательсемпе ачасемшĕн пысăк парне пулчĕ.

Район кунне кашни ял тăрăхĕнченех пысăк ушкăн çитнĕ. Вăл шутра сцена ăстисем те, спортсменсем те, ылтăн алăллă маçтăрсем те пур. Хăнасене кашниех хăйсен кĕрекинче тарават та кăмăллăн йышăнчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчăç. Ял çумĕнчи уçланкăра юрă-кĕвĕ сасси чылайччен лăпланмарĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕнчи артистсемпе ял тăрăхĕсенчен çитнĕ хастарсем пĕрин хыççăн тепри капăр сценăна ылмашăнтарса тăчĕç. Помост çинче вара кире пуканне çĕклекенсем, кĕрешекенсем, алă вăйне виçекенсем вăйлинчен вăйлисемпе тупăшрĕç, вăйăсенче савăнчĕç...

Çак кунхинех Пăлапуç Пашьелсем те хăйсен ял уявне анлăн паллă турĕç. Михаил Васильевич вĕсене те ял уявĕ ячĕпе салам сăмахĕ калама, чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине тытса пыракан халăхăмăра тав тума вăхăт тупрĕ. Ял уявĕ пирки тĕплĕнрех çитес номерте паллаштаратпăр.

А. ЕГОРОВА

Шухăш

Людмила ЮРКИНА, Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ:

_ Пирĕн ял тăрăхĕнче кĕрлесе иртсе кайнă район кунĕ асăмăрта нумайлăха юлĕ. Ытти чылай хăнасемпе юнашарах Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев пирĕн уявра пĕрле пулни, район тата ял тăрăхĕн хастарĕсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе саламлани, пирĕн йăла-йĕркесемпе паллашни, ял çыннипе куçа-куçăн калаçса чуна пусарни те пĕлтерĕшлĕ.

Уяв тĕпелĕнче Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрне тăххăрмĕш хут хутшăнакан сăрă ăстисем те пирĕнпе пĕрлех пулни те кăмăллă. Хамăр пата хапăл тунă хăнасене эпир пурне те чăвашла тараватлăхпа, ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса ятăмăр, техĕмлĕ курăк чейĕпе, çăкăр-тăварпа сăйларăмăр.

Сăмах май çакна та палăртса хăварасшăн. Республикăра çакнашкал район кунĕсем ниçта та йĕркелемеççĕ. Ырă йăлана малашне те аталантарни _ ял тăрăхĕсене капăрлатма, çĕнелме, ырă енне улшăнма çеç май парать. Ку тĕлĕшпе эпир те хăнасене кĕтсе сахал мар ĕç турăмăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика