Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăпа – ватăлла, çамрăкпа – çамрăкла

06 февраля 2013 г.

Ял кăлави патне ирпе-ирех туяллă кинемей кĕрсе тăчĕ. Хĕрарăмăн çулĕсем самай шултăраланнă курăнать: пичĕ çинчи пурнăç йĕрĕн паллисене пытараймăн. Карчамас сĕтел çывăхне çитичченех В. Никитин васкаварлăн тăчĕ те ăна алă пачĕ.

– Пиня аппа, паян сире кирек мĕнле пулсан та тырă илсе пырса паратăп. Хуçалăх ертÿçипе калаçса татăлнă, ан пăшăрханăр, – терĕ вăл ватта çурăмĕнчен ăшшăн сĕртĕнсе.

Пăлапуç Пашьелĕнче Апполинария Ивановна Козлована çапла чĕнеççĕ. 83 çул тултаракан ĕç ветеранĕн кун-çулĕ шурă кулачă çисе çеç иртмен. Унăн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхĕ ашшĕнченех куçса юлнă-тăр. Иван тете йывăçран килти савăт-сапа, ĕç хатĕрĕ тăвас енĕпе çав тери маçтăр пулнă. Пиня аппа паян та унăн ылтăн алли ăсталанă шанпа пичĕкине, шетникпе ал арманне тата ыттине те типтерлĕн упрать. Килĕнче музейăн пĕр кĕтесĕ тейĕн. Район акатуйĕпе ял уявĕсенче кинемей ăна халăха кăтартма илсе тухать. Пир станокĕпе тăпачи çеç килте мар. Вĕсене нумай пулмасть Шупашкарти “Букет Чувашии” фирма çумĕнчи курава илсе кайнă.

– Килте аттерен юлнă авалхи япаласем пурте манăн ачалăхăма аса илтереççĕ. Шĕвĕркке чухне аттепе вăрмана курăс касма мĕн чухлĕ кайман-ши! – Аса-илÿ тĕнчине куçать Апполинария Ивановна.

Пĕве кĕрсен чиперкке торф, чул кăларма нумай çÿренĕ. Арçынсемпе танах вăрман каснă, метекпе вутă сĕтĕрнĕ. Çав вăхăтрах юрлама-ташлама та, улах ларма та ĕлкĕрнĕ. Пиня аппа çамрăклăхне аса илнĕ май, республикăран фольклор ушкăнĕпе Киева çити кайса килнине те хавхаланса каласа пачĕ. Ун чухне вĕсем Украина çыннисене туй йăли-мешехине кăтартса тĕлĕнтернĕ.

Ялта Пиня аппа евĕр хисеплĕ ватăсем татах та пур. Н. Тельцовапа А. Чернова, сăмахран, вырăнти администраци ыйтнипе миçе çул ĕнтĕ районти пĕр акатуйран та юлмаççĕ. Ĕлĕкхи çи-пуçпа йăла-йĕркене ламран-лама куçарас, çамрăксене вĕрентсе хăварас тĕллевпе пĕр ÿркенмесĕрех хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Иртнĕ çул Пашьелсем ял вĕçĕнчи уçланкăра район кунне шеп кĕрлеттерчĕç.

Пăлапуç Пашьелĕн çивĕч ыйтăвĕсем Шăнкăртампа Патăрьел пек пысăк ял тăрăхĕсеннинчен пĕрре те кая мар: çулне те тумалла, кĕперне те юсамалла, тирпей-илем те кĕртмелле... Вырăнти майĕпе шывне шыраса тупмасан, çÿлтен паракан кĕмĕлпе çеç пурнăçа сыпăнтарса пыраймăн. Ку тĕлĕшпе çак ялсем кар тăма та пултараççĕ. Акă, район кунĕнче халăха савăнăç кÿме ялтан тухса кайнă ентешсем 250 пин тенкĕ кĕмĕл пуçтарса панă. Бюджетран килнĕ укçапа вара ялта фельдшерпа акушер пунктне хута янă, культура çуртне, ял администрацийĕн кантурне хăтлăх кÿнĕ, кану паркне тирпейленĕ, çулсене йĕркеленĕ. Çавна май пĕлтĕр ял сăн-сăпачĕте самаях улшăнчĕ.

Çамрăксене пушă вăхăта усăллă та тулли ирттерме май туса пани преступленипе кĕрешниех. Çак тĕллевпех виçĕм çул Мускава ĕçлеме çÿрекенсем, уйрăм хастарсем тăрăшнипе тата укçа-тенкĕпе пулăшнипе пысăк хоккей коробкине тунă. (Тĕрĕссипе, ку опыта районти кашни ялтах сарма май пур). Халĕ кунта ачасем çеç мар, ветерансем те коньки сырса тухаççĕ. Ю. Вариков, А. Кузьмичов, В. Байдураев, Н .Павлов тата ытти аслăрах çулти çынсем куллен çак площадкăра пиçĕхеççĕ. Ял пуçлăхĕ Владимир Никитин хăй те ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕхлĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика