Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пăрăнăçлă пулсан та...

09 февраля 2013 г.

Пĕрисем, чечек çинчен чечек çине вĕçекен лĕпĕш пек, пĕр ĕçрен теприне куçса çÿреççĕ. Теприсем вара çамрăклах вырнаçаççĕ те тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшаççĕ. Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакан В. Чернова шăпах иккĕмĕшсен шутĕнче. Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ÿснĕ Вера Егоровна Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче шут ĕçне вĕренсе тухнă хыççăнах хăйĕн профессийĕпе вăй хума пуçăннă. Унтанпа 37 хутчен çуркуннепе çулла, кĕркуннепе хĕлле улăшăннă.

– 1976 çулхине алла диплом илтĕм. Мана Пăлапуç Пашьелĕнчи “Комсомолец” хуçалăха направлени пачĕç. Унăн ертÿçи Николай Петрович Тельцов ирхи 6 сехет валлиех правление çитме хушрĕ. Документсемпе паллашнă хыççăн мана экономист вырăнĕ пуррине пĕлтерчĕ, тепĕр кунне ĕçе пуçăнма каларĕ. Унтанпах çакăнта тăрăшатăп, – тет В. Чернова.

Çулталăк иртсен ăна бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. 2005 çулта кунтах “Искра” ятпа йĕркеленнĕ хуçалăхра тĕп бухгалтер “лавне” туртма тытăннă. Хальхи вăхăтра вăл “Булинская” агрофирмăра тимлет.

– Çĕнĕрен професси суйлама ыйтсан эпĕ бухгалтерах пулăттăм. Цифрăсемпе ĕçлеме питĕ юрататăп. Отчетсем тунă чухне кăтартусем тĕрĕс тухмасан тата тепĕр хут шутлатăп. Тупсăмне пĕлсен хĕпĕртетĕп. Çулталăк балансне туса пĕтерсен те чунтанах савăнатăп, – тет шут ăсти.

Вера Егоровна (ÿкерчĕкре) çак ял каччипе, Александр Михайловичпа, çемье çавăрса икĕ хĕрпе пĕр ывăл кун çути парнеленĕ. Мăшăрĕ трактористра, ферма заведующинче, заправщикре тăрăшнă. Хăйсен вăйĕпе кермен пек пÿрт лартнă. Савăнса çеç пурăнмалла чухне 2002 çулхи июль уйăхĕнче çурчĕ-йĕрĕ, выльăхĕсем йăлтах çунса кайнă. Йĕпе çине сапа теççĕ. Пушар хыççăн упăшки чирлеме пуçланă, 2005 çулта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Хĕрарăм шăлне çыртса чăтнă, куççульне пытарса малалла талпăннă.

Пурнăç шав малалла шăвать. Черновсем вăй çитерсе тепĕр хăтлă хÿшĕ çавăрнă. Ывăлĕ авланнă, йыш пысăкланнă. Килĕштерсе пурăнакан çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Виçĕ ĕне, тăватă пăру, сыснасем тытаççĕ. Çулла кишĕр, сухан-çевок, çĕр улми лартса çитĕнтереççĕ.

– Ман ĕмĕрте пушар икĕ хутчен тарăн йĕр хăварчĕ. 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хамăр ялти пĕр çурт çунма пуçланăччĕ. Ашшĕпе амăшĕ ĕçе кайнă, виçĕ ачи килне тăрса юлнă. Эпĕ пырса кĕнĕ чухне алăк каррисем çулăм ăшĕнчеччĕ. Пĕчĕкскерсенчен иккĕшне йăтрăм, тепри мăйран çакăнчĕ. Вут аллинчен çапла тухрăмăр. Çакăншăн мана “Пушарта хăюлăх кăтартнăшăн” медаль пачĕç. Тепринче вара хамăрăн пухнă пурлăх кĕлленчĕ, – тет Вера Егоровна хăйĕн синкерлĕ кун-çулĕпе паллаштарнă май.

Шут ăсти юрлама та ăста. Малтан ытларах чуншĕн шăрантарнă пулсан, халь концертсене те хутшăнать.

Пурнăç пĕр килмест. Пĕри ĕмĕр тăршшĕпех кĕленче сăпкара сикет, тепри ытларах нушине тÿсет. Вера Егоровна пурнăçĕ пыл та çу пыман, апла пулсан та ÿпкелешмест, ачисемпе, мăнукĕсемпе хĕпĕртет, тивĕçлĕ канăва кайичченех юратнă ĕçĕнче тăрăшнишĕн савăнать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика