Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулас туйăмсене çуратать

13 февраля 2013 г.

Вĕренÿ çулĕн çур çулĕ хыçа юлчĕ пулин те пасарта е кĕнеке лавккисенче шкула каякан ачисем валли кирлĕ кĕнеке-тетрадь шыракан ашшĕ-амăшĕ пайтах. Пĕрисем историпе ĕç тетрачĕ ыйтаççĕ, теприсем атлас илесшĕн. Виççĕмĕшĕсене патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене хатĕрленмелли кĕнекесем кирлĕ. Шыра та туп, тивĕçтер ача ыйтăвне. Суту-илÿ сентри çинче çукки те пулать. Çав вăхăтра темиçе урок иртсе те каять. Пăлапуç Пашьелĕнче вара кирлĕ кĕнекесемпе тивĕçтерессине шкул администрацийĕ хăй çине илнĕ. Тахçантанпах пырать çак йăла.

– Ашшĕ-амăшĕнчен кашни вĕренÿ çулĕ вĕçĕнчех кăштах укçа пухатпăр, ăна библиотекаре паратпăр. Вăл вара вĕренÿре кирлĕ кĕнекесен списокне тăвать. Хăшĕ кивелнине, çĕнĕрен туянмаллине учительсемпе палăртать. Унтан пасара кайса туянать. Курттăммăн илсен, хакне те чакарма пулать. Çапла ĕçлеме тăрăшатпăр,– каласа парать шкул директорĕ В. Козлова.

Сăмахпа илтни кăна сахал – библиотека кĕрсе курас кăмăл çуралчĕ. Ăшă та хăтлă пÿлĕм. Стеллажсем çинче туллиех кĕнеке. Фондра 9 пин ытла илемлĕ литература упранать иккен. Учебниксем вара – 3200. А. Толстой çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май ятарлă стенд тунă. Кĕнекесен куравне çĕнетсех тăрать-мĕн Е. Иванова библиотекарь. Тăхтавсенче ачасен шавĕ тăрать вулавăшра. Уроксем хыççăн та кĕреççĕ. Кĕçĕннисем юмахсене ушкăнпа вулама юратаççĕ, аслисем вара произведенисене сÿтсе явма кăмăллаççĕ. Çул ÿсĕмĕсене кура туслăх, пурнăç, юрату çинчен калаçу пуçарттарма ăста вĕсемпе Елена Васильевна.

Улшăнса тăракан стендсем пулни те илĕртет ачасене. Пĕр-пĕр темăпа ыйту-хурав йĕркелеме ÿркенмест Е. Иванова. Вĕренекенсене компьютер вăййисенчен “хăпăтмалли” мелсем шырасах тăрать вăл. Библиотекăра 26 çул ĕçлекенскер, пÿлĕмне те виçĕ хут улăштарнă.

– Чăн-чăн кĕнеке тусĕсем чылай шкулта. Акă, саккăрмĕш класри К. Кондратьеванах илер. Фантастикăлла повеçсем те, историлле романсем те вулама юратать вăл. Сочиненисем çырнă чухне ялан илемлĕ литературăпа усă курать. Презентацисем тума ÿркенмест. Çакнашкал ачсемпе ĕçлес те килет, – тет Елена Васильевна.

Чуна пыракан ĕç çакă. Хăш-пĕр ачана ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе вулавăша уттарма тăрăшать. Теприсене аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем пек пулма сĕнет. Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче ятарлă пĕлÿ илнĕскер, Елена Васильевна кĕнекесене пахалама та, вĕсен ĕмĕрне тăсма та пултарать.

Çемьере те кăтартуллă Елена Васильевна. Виçĕ ача çитĕнтереççĕ Ивановсем. Дима пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ, çемьеллĕ. Дина та ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухать. Даша вара çиччĕмĕш класа çÿрет. Пурне те ачаранах кĕнекепе туслашма хăнăхтарнă вĕсене амăшĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика