27 декабря 2014 г.
КУ ЧУХНЕ шкулсенче ватăсемпе пĕччен пурăнакансене пулăшу парас тĕллевпе ĕлĕкхи евĕр кĕрлесе тăракан отрядсем çук темелле. Çапах та ыркăмăллăх туйăмĕпе карчăк-шăрчăка алă тăсса паракансем пурах. Акă, çак кунсенче Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти тăххăрмĕш класри волонтерсем Домна Щукина тыл ветеранĕ патĕнче пулса вуттине касса, çурса, тирпейлесе панă. Ватă кинемей "Тимурпа унăн командине" пысăк тав сăмахĕпе пил панисĕр пуçне каччăсемпе хĕрсене ăслă-тăнлă та пултаруллă, çĕр-шыва юрăхлă çын пулма ырă суннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ акцине хутшăнса асăннă шкул ачисем ытти ватăсене те пулăшма хатĕр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)