17 декабря 2014 г.
Ачасене воспитани парас ĕçре çемье пысăк вырăн йышăнать. Килĕшỹ хуçаланакан килте кĕçĕннисем аслисене пулăшаççĕ, туслă пурăнаççĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасен куçăм тапхăрĕ те кун пек çĕрте çăмăлтарах иртет.
Паян арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем пирки 5-7 класра вĕренекенсемпе калаçнине чылайăшĕ ир тесе шухăшлать, анчах хамăр XXI ĕмĕрте пурăннине манмалла мар. Çитĕнекен ăру хăй те ачалăхран ир тухма васкать. Психологсем каланă тăрăх, яш-кĕрĕм тапхăрĕ кашнин тĕрлĕ вăхăтра пулать: пĕрисен _ 12, теприсен _ 20 çулта.
Ачасем куçăм тапхăрĕнче хăйсене тĕрлĕрен тытаççĕ: аслисене хирĕç калаçма пăхаççĕ, чун ыратнине никампа калаçмасăр чăтса ирттереççĕ, ытти çынсемпе хутшăнсах каймаççĕ... Вĕсене пурне те ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенĕн пулăшăвĕ, ăнланулăхĕ, тимлĕхĕ кирлĕ. Пурте хăйсене пулăшма хатĕррине пĕлсе тăмалла.
Яш-кĕрĕмшĕн хальхи пурнăçри ирĕклĕх сиенлĕ-и? Чару çукки вĕренекенсене хăйсем тăвакан ĕçсемшĕн яваплăха туйма чарать. Çакă ашшĕ-амăшĕ ачипе ытла та çирĕп пулни пекех. Çитĕнекен ăрăва шанмалла. Мĕн ыйтнине туса пама тăрăшмалла, анчах виçине пĕлмелле.
Ача çине урам та пысăк витĕм кỹрет. Каçсерен килтен тухса каякансем вĕренме, ашшĕ-амăшне пулăшма пăрахаççĕ. Паллах, юлташĕсемпе уçăлма тухма чараймастăн. Çавăнпа та кампа туслине, мĕнпе интересленнине пĕлмеллех. Ырăпа усала уйăрма хăнăхтармалла, сĕнỹ-канашпа пулăшмалла.
Килте чухне те пĕр-пĕрне ăнланмалла. Ачапа хушса кăна калаçни хăвăртан сивĕтет, ун кăмăлне хуçать. Юлташĕсемпе хутшăнма уявсем туса памалла.
Ашшĕ-амăшĕн çакна асра тытмалла: _ кирек мĕн çинчен те ачапа уççăн тата тỹрреммĕн калаçма тăрăшмалла;
_ ача ют çынран усаллине вĕренессинчен сыхланмалла;
_ яш-кĕрĕм тапхăрĕнче хăвăра мĕнле туйнине каласа парăр;
_ пĕлменни пирки калама вăтанмалла мар;
_ арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнăва намăс тесе ан шутлатăр, çакă ăна малашнехи пурнăçра йывăрлăх кỹме пултарать;
_ куçăм тапхăрне çитнĕ вăхăтра уйрăмах тимлĕ, ăнланма тата пулăшма хатĕр пулăр;
_ хăвăр вĕсене юратнине кăтартăр;
_ ачăрпа пулса иртекен улшăнусене сăнасах тăрăр.
Н. ТИХОНОВА, Пăлапуç Пашьел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)