Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕн çырăвне хаклаççĕ

06 декабря 2014 г.

 Р. СЕЛИВАНОВ, Патăрьелĕнчи "Россельхозбанк" управляющийĕ:

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне питĕ ырласа йышăнтăм. Çĕр-шыв ертỹçин кашни предложенийĕ çеç мар, кашни сăмахĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çырура вăл ыранхи кун шанчăклăхне тепĕр хут уçса пачĕ, Раççей хăватлă патшалăх пулнине ĕнентерчĕ, министерствăсемпе правительство хушшинчи конкретлă тĕллевсене палăртрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче кашни пĕлтерĕшлĕ шухăша тĕслĕхсемпе çирĕплетни кăмăла кайрĕ. Урăхла каласан, Раççей Элтеперĕ 2015 çул валли лартнă тĕллевĕсем пирĕн çĕр-шыв тĕрĕс çулпа утнине тепĕр хут ĕнентерчĕ.

Н. ТЕЛЬЦОВ, ĕç ветеранĕ, район администраци пуçлăхĕн канашçи, Пăлапуç Пашьел:

Çулсем шултăраланса пынине пăхмасăрах çĕр-шыв, республика, район пурнăçĕпе кăсăклансах тăратăп. Декабрĕн 4-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Канашне тухнă вун пĕрмĕш Çырăва тỹрĕ эфирпа тимлĕ итлерĕм. Халăх пурнăçĕпе çыхăннă малашлăх тĕллевсене питĕ ăслă та тĕплĕн шутласа хатĕрлени сисĕнчĕ. Унта политикăпа, экономикăпа, социаллă пурнăçпа çыхăннă ыйтусемпе хускатнă йĕркесем çумне нимĕн те хушса калаймăн. Чылай çул ял хуçалăх отраслĕнче ĕçленĕ май, мана уйрăмах экономикăпа бизнес пĕрлĕхĕ пирки хускатнă ыйтусем çывăх пулчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика