Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАВРĂМ-çАВРĂМ ЮРĂПА

15 ноября 2014 г.

 Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта "Музыка ачасен чун-чĕринче" темăпа районти музыка учителĕсен ассоциацийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта пухăннисем малтанах Н. Тихонова урокне итлерĕç. Нина Валентиновна ертсе пынипе ачасем юрларĕç, ташларĕç, пысăкрах тата пĕчĕкрех ушкăнпа ĕçлерĕç. Ĕлĕкхи-авалхи "Асанне сунтăхĕнчи" пултарулăха кăларни те интереслĕ пулчĕ. Урока килнĕ ватă çитĕнекен ăрупа çаврăм-çаврăм çепĕç юрăсем шăрантарни пурне те тыткăна илчĕ. Класс тулашĕнчи "Шкул пурнăçĕнчи кадрсем" мероприятине вара кашниех хутшăнчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Кунта сцена çине конкурссемпе кану каçĕсенчи чи лайăх номерсем тухрĕç. Нина Валентиновна ертсе пыракан гитарăпа вылякан ачасен ушкăнĕн пултарулăхĕ савăнтарчĕ. Пуçламăш классен учительници И. Тихонова сăввипе Н. Тихонова кĕвĕленĕ юрра шкул хорĕ юрланине презентацилерĕç мероприятине хутшăннисем. Районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Л. Базунова учительсене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, распублика конкурсĕсене хутшăнма сĕнчĕ. Сăмах май çакна палăртма кăмăллă: Нина Валентиновна педагогикăра чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçлет. Аслă категориллĕ специалист уроксене çỹлĕ шайра ирттерет. Учительница музыка инструменчĕсемпе усă курнисĕр пуçне компьютерпа та ĕçлет. Ертỹçĕ юрăра сывлăха çирĕплетме май паракан мелсене тупать. Ачасене те педагог шырав-тĕпчев ĕçне явăçтарать. Уроксене вăйă мелĕпе те йĕркелет. Ĕçне тивĕçлипе хаклакан грамотăсем те чылай Н. Тихонован. Вăл шутра Республикăри вĕрентỹ министерствин те пур.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика