01 ноября 2014 г.
Тулта _ кĕркунне. Тĕрлĕрен калатпăр эпир ун пирки: сивĕ, ылтăн, уçă кăмăллă, çумăрлă... Кирек мĕнле пулсан та вăл çулталăкăн чи лайăх вăхăчĕ.
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем кĕрхи бал йĕркелерĕç. Л. Шугурова класс ертỹçипе тăххăрмĕшсем ятарлă сценари хатĕрленĕ. Унпа килĕшỹллĕн ачасем кĕркуннене тунсăхлă та сивĕ, йĕпе-сапаллă пулнăшăн "айăпларĕç". Çав вăхăтрах çут çанталăкăн начар вăхăчĕ çуккине шута илсе ырлама та манмарĕç. Кĕркуннесĕр епле пултăр-ха! Уявра кашни класс хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Юлашкинчен дискотека пулчĕ.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)