01 октября 2014 г.
Николай Петрович Тельцова Пăлапуç Пашьел таврашĕнче кăна мар, ытти ялсенче пĕлеççĕ. Унпа мухтанаççĕ, мăнаçланаççĕ, мĕншĕн тесен вăл ĕмĕр тăршшĕпе тăван тăрăхне аталантарассишĕн тăрăшнă: 65-70 çул.
Николайăн ачалăхĕ, яшлăхĕ çăмăл килмен. Ашшĕ 1941 çулта Тăван çĕр-шыва фашистсенчен хỹтĕлеме тухса кайнă. Тепĕр çулталăкранах Сталинград облаçĕнчи тан мар çапăçура пуçне хурать. Арăмĕ виçĕ ачипе тăрса юлать. Ун чухне Н. Тельцов 8 çулта кăна пулнă, шăллĕсем вара тата та кĕçĕнрех. Нушаллă пурнăçа пула ĕç урапине ир туртма пуçлать. 7 класс пĕтернĕ хыççăн прицепщикра тăрăшать. Каярах хăй те тракторпа çỹрет, ĕлĕкхи Первомайски районĕнчи колхозсенче ака-сухана хутшăнать. Салтак ячĕ тухсан 3 çул ытла хĕсметре тăрать. Таврăнсан каллех хурçă "ут" рульне алăран ямасть. Пултаруллă яша трактористсен бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Каярах Николай Петровича ял совет председательне суйлаççĕ. Кăшт вăхăт иртсенех колхоз ертỹçин "тилхепине" параççĕ. В. Клесов агрономпа, В. Мешков зоотехникпа, А. Шестаков инженерпа тата колхозниксемпе пĕр чĕлхе тупса, килĕштерсе хуçалăха малалла аталантарассишĕн вăй хурать. Çанă тавăрса ĕçленине, ертỹçĕ тĕрĕс çулпа илсе пынине кура аш-какай, сĕт-çу, тыр-пул туса илесси çулран-çул ỹссе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ "Комсомолец" колхозра район, республика шайĕнчи семинарсем иртнĕ.
Н. Тельцов Ишлĕри юхăннă кирпĕч заводне те кĕске вăхăтра ура çине тăратать. Первомайскинчи суту-илỹ предприятине ăнăçлă ертсе пынă. Кĕскен каласан, Николай Петрович ăçта ĕçлесен те хăйĕн тăрăшулăхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрнă.
1957 çулта Николай Петрович ял хĕрĕпе, Нина Артемьевнăпа, çемье çавăрнă. Вĕсем 4 ывăлпа 1 хĕр çуратса ỹстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем çемьеллĕ, тăван тăрăха час-часах килсе çỹреççĕ. Куç тулли мăнукĕсем пурришĕн Тельцовсем чунтан савăнаççĕ.
Тивĕçлĕ канура пулсан та Пăлапуç Пашьелĕн хисеплĕ çынни алă усса кăна лармасть. Вăл ялти тасалăхшăн, йăла-йĕркене аталантарса пырассишĕн тăрăшать. Ăна пулах масар çинче те тирпейлĕх хуçаланть. Николай Петрович ял историйĕпе те кăсăкланать.
Н. Тельцов район администраци пуçлăхĕн канашçи те. Унăн пурнăç опычĕпе район ертỹçисем час-часах усă кураçç
А. ФРОЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)