13 сентября 2014 г.
Халăхра: "Ар епле _ йыш çапла", _ теççĕ. Çемьесем кĕске вăхăтлăха кăна пулсан та кил хуçисĕр тăрса юлни мăшăрсен хушшинчи хутшăнусене тата _ чи пĕлтерешли _ ачасене воспитани парас ĕçе япăх витĕм кỹрет. Çак лару-тăрăва йĕркене кĕртмелле. Чăн та, пирĕн регион ĕç вăйĕ ытлашши пулнипе палăрса тăрать, Атăлçи федераци округĕнчи вăтам шайпа танлаштарсан, халăх йышĕ те унта 3,5 хут пысăкрах. Çапах та илсе кăтартнă çак тĕслĕх çине таянни тỹрре тухмалли сăлтав пулма пултараймасть.
Министрсен Кабинечĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприяти ертỹçисемпе бизнес-пĕрлĕхĕн ял ĕçченĕсене ĕçпе тивĕçтерес тата вĕсен ĕç укçин шайне ỹстерес енĕпе пĕрле пурнăçламалли мерăсен комплексне туса хатĕрлемелле. Чăн малтанах "арçын профессийĕ" теме хăнăхнă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тăрăшмалла. "Арçыннăн çемьере пурăнмалла!" _ тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура. Чăнах та, юлашки çулсенче ялсенче арçынсене кăнтăр кунĕнче хунарпа шырасан та курма çук. Çурт-йĕр çавăрас, пурăнмалли условисене лайăхлатас, ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парас тĕлĕшпе нумайăшĕ Мускава, Санкт-Петербурга, Чулхулана е ытти пысăк хуласене ĕçлеме çỹрет. Инçе çула тухмĕччĕç, анчах ăçта вăй хумалли çук е шалу сахал тỹлеççĕ. Юрать-ха, юлашки çулсенче районта предпринимательлĕх аван аталанса пырать, çавна май ялсенче те ĕç вырăнĕсем пулаççĕ.
Ялсенче чỹречесен йывăçран тунă хашакĕсене пластикран хатĕрленисемпе улăштарма пуçларĕç. Çакна шута илсе Пăлапуç Пашьелĕнчи П. Ларев икĕ çул каялла кантăксене вырăнта хатĕрлеме пуçăннă. Маларах арман пулнă çурта тирпейлесе ĕçе юрăхлă тунă, кирлĕ хатĕрсене туяннă. Хальхи вăхăтра предприятинче 12-ĕн ĕçлеççĕ. Цехра 3 çын тăрăшать, 5-ĕн хатĕр пластик чỹречесене вырнаçтарса çỹреççĕ.
_ Строительство материалĕсене Шупашкартан, Мускавран илсе килетпĕр. Кĕленчисем вара заводран хатĕрлесе панисемех. Ĕçлекенсем заказ паракан патне кайса чỹречисене виçсе килеççĕ, çавăн хыççăн эпир электрон почтипе кирлĕ размерсене ярса паратпăр. Пире вара хамăра юрăхлă туса параççĕ. Малашне тендрсене те хутшăнас кăмăл пур, _ тет Петр Николаевич.
Пашьелсен ĕçне Шăмăршă тăрăхĕнче те курма пулать. Кỹршĕ районти Чаткасри администрацин, пĕр ялти шкул чỹречисене çĕнетнĕ. Хамăр районта пурăнакансем те кунтах заказсем параççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)