13 сентября 2014 г.
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта историне, çут-çанталăка, халăх культурине кăтартакан краеведени музейĕ уçма шут тытнă. Пуçри шухăша пурнăçа кĕртме çăмăл та мар. Чи малтанах пỹлĕм кирлĕ. Ăна акт залне пĕчĕклетсе тунă. Музей 4 пайран тăрать. Пỹлĕмсене пỹлме строительство материалĕсем тупмалла. Юрать нихăçан та хирĕçлемен спонсорсем пур. Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, хăйсен ентешĕ О. Мешков кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе çеç мар, ăна вырнаçтарса тăвакансене тỹлессипе татăлма та пулăшнă. Паянхи куна чăваш пỹртне, кĕлетне, лаççине сăнарлакан пỹлĕмсене, картишне май килнĕ таран ĕлĕкхи экспонатсемпе пуянлатнă. Вĕсене пуçтарма вара 5 çул каяллах пуçăннă. Уйрăмах ун чухне 3 класра вĕреннĕ ачасем харсăрлăх кăтартнă. Çитĕнекен ăрăва ку ĕçре И. Тихонова класс ертỹçи пулăшса пынă. Чылайăшĕ Д. Матюшкин пултарулăхне мала хураççĕ. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Катырева та çитĕнекен ăрăва ĕлĕкхи экспонатсене пухма сахал мар явăçтарнă.
Яла сăнарлакан ỹкерчĕке вара каллех маларах çак шкулта пĕлỹ пухнă, халĕ университетра дизайнера вĕренекен К. Родионова аппăшĕпе тунă.
Сăмах май çакна та палăртма кăмăллă. Карина Турханти Кокель ячĕпе ирттернĕ пленэра та хутшăннăччĕ. Музей йĕркелесси пĕр е икĕ çын ĕçĕ çеç мар. Кунта коллективри кашни çыннăн тỹпи пур. Ял халăхĕ те айккинче юлманни паллă. Экспонатсене камран илни çырăнса юлать.
Ĕçне сахал мар тунă. Малашне документацине вĕçне çитермелле пулать.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)