06 сентября 2014 г.
Мĕн тери килĕшет ял пурнăçĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи Мешковсене. Кĕрхи кунхи хĕвелĕ хăшпĕр чухне вăрттăн çеç пăхсан та, ирпе е каç кỹлĕм çумăрĕ çусан та кил тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама май тупаççех вĕсем. Кăмăллаççĕ Вадим Марковичпа Вера Георгиевна çакнашкал вăхăта. Пахчасем пушанса пыраççĕ, пỹлмесем тулаççĕ. Сивĕ тивесрен татса хунă помидорсем те чỹрече çинче кĕр илемне кỹреççĕ. Кĕрпеклĕ çитĕннĕ вĕсем кăçал. Улми-çырли, кишĕрĕ-хăярĕ, кавăнĕ-хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕ, çĕрулмийĕ ытлă-çитлех. Çисе пурăнма çеç сывлăхĕ пултăр.
Вашават утакан мăшăра çав çулсене çитнĕ тесе никам та калаймĕ. Çамрăксемпе юнашар тăрса ут çулма та, вут çурма та пултараççĕ-ха вĕсем. Мăнукĕсене те ĕçе вĕрентме ỹркенмеççĕ. Ăрăва малалла тăсакансем пирки сăмах та çук. Тăваттăн çуралса, пĕр çуртра ỹссе, çунатсем хушса вĕçсе кайнă ĕнтĕ вĕсем. Пурте çемьеллĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех хисеплĕ, çын хушшинче ĕçлеççĕ.
Районти кирек хăш хуçалăхра та аслăрах çулхисем Вадим Марковича ĕçĕпе пĕлеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех вăл "Комсомолец" колхозра ветеринари фельдшерĕ пулса ĕçленĕ. Каярахпа зоотехника ларнă. Ун чухне вити-вити выльăх пулнă. Аш-какай сутмалли патшалăх умĕнчи парăмсене те пурнăçлаттарнă. Ĕç кĕнекинче Вадим Марковичăн ферма заведующийĕнче ĕçленĕ тесе çырнă йĕркесем те пур. Аса илмелли вара паянхи кун ĕç ветеранĕн темĕн чухлех.
_ Кĕтỹç пушшине ачаранах тытма тỹр килнĕ мана. Атте вăрçăран аманса таврăнни те ура çине ĕне частарах пустарма пулăшрĕ-тĕр. 7 класс хыççăн малалла вĕренес ĕмĕтĕм татăлчĕ. Хам çумма куршанак ир çыпăçнăшăн пĕртте ỹкĕнместĕп. Вăхăтĕнче ĕне те сунă эпĕ. Çаксемех выльăх-чĕрлĕх патне çыхрĕç пулас,_ тет В. Мешков.
Иртнине аса илме кăмăллă. Анчах пурнăçра çỹçентермелли самантсем те сахал пулман. Пăранланă чухне выльăхсем чирлени, кĕркуннехи каюпа кỹпĕнни, вăхăтра йăхманни, продукци илесси чакни кулянтармасăр тăман. Çирĕп ыйтнă (ун чухнехи) хуçалăх ертỹçи Н. Тельцов тĕп специалистран. Ял халăхĕ те килĕрен мăйракаллă шултра выльăх тытнă. Вăл та канаш ыйтма В. Мешков патне сахал мар утнă.
Выльăх патĕнче ĕçлекенĕн апат вăхăчĕ те, канăвĕ те ыттисенни евĕр мар. Шалкăм çумăрĕ те хăратмалла мар ăна. Чăтăмлисем çеç ĕçлеме пултарайнă унта. Паянхи кун А. Александрова техник-осеменатор, Л. Кузьмичева мăйракаллă шултра выльăх пăхакан (пăрусен талăкри ỹт хушаслăхне 700-800 грама çитеретчĕ), М. Никитина, Ф. Мешкова сысна çăвăрлаттаракан тата ытти пĕрле ĕçленĕ харсăрсем çинчен ăшшăн аса илет Вадим Маркович.
Иртнĕ кун-çулĕ ырă йĕр хăварнă В. Мешковшăн. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна Ĕç Мухтавĕ орденăн 3 степенĕпе, "Ĕçри хастарлăхшăн", В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май юбилей, "Ĕç ветеранĕ" медалĕсемпе наградăланă. 1973, 1974, 1979, 1980 çулсенчи социализмла ăмăрту çĕнтерỹçин, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн, 9-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕн паллисем пур унăн. Вадим Марковича Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе те наградăланă. Район администрацийĕн тав çырăвĕсем пур хастарăн. Район тата ял Совечĕсен депутачĕ те пулнă В. Мешков. Вăхăт иртнĕçемĕн çак ырă енсем ачисене куçса пыраççĕ. Олег, акă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ. Ыттисем те аслинчен юлсах каймаççĕ. Саша Хусанти ветеринари, Шупашкарти копператив институчĕсенчен вĕренсе тухнă. Надя та çакăнтах пĕлỹ пухнă. Инна аслă пиччĕшĕ пек медицинăна кăмăлланă.
Çурт ăшшине тытса тăраканни, çемье вучахне хĕмлентерекенни вара Вера Георгиевна. 40 çул ялти вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ вăл. Мăшăрĕ кану кунĕсемсĕр ĕçленĕ пулин те выльăх-чĕрлĕх пăхасси, ачисене çитĕнтересси ытларах хăй çине тиеннишĕн ỹпкелешмен.
Ача-пăча та ỹстернĕ, йывăç та лартнă, çуртне те тунă Мешковсем. 50 çул пĕрле пурăнса тăварне те пăтран кая мар çинĕ. Мĕн пĕрлешнĕренпех мăшăр пĕр-пĕрне хисеплессине мала хунă. Пурнăçа юратаççĕ. Хăйсем сăмах панине вĕçне çитерме пултараççĕ вĕсем. Çавăншăн хисепре ял çинче, районта Вадим Марковичпа Вера Георгиевна. Хирĕç пулаканпа, кỹршĕ-аршăпа шỹтлесе çеç калаçаççĕ. Ватлăхра çеç килте пĕрле кун кунлама тивнĕрен кирек хăш ĕçе те кăмăлтан тăваççĕ. Пахча-çимĕç вăррисене пуçтарса килес çул валли хатĕрлесси те, вĕлле хурчĕсене пăхасси те, кăрккасемпе-кăвакалсене апатлантарасси те пĕриншĕн те ют мар. Шыв кайăкĕсем çурт умĕнчи чечексене таптанă-мĕн. Хĕл лариччен çеçкипе килентерсе лараканнисем те пур вĕсен хушшинче. Мĕншĕн илеме сая ярас. Пỹлсе хумалла пулчĕ.
" Çуллахи каникул вăхăтĕнче "пулăшакансем" пурччĕ. 9 мăнук çитĕнет пирĕн. Кĕтỹ кĕртнĕ чухне хăш выльăха ăçта хупмаллине пĕлетчĕç. Виктори, хăмла çырли ăнса пулчĕ. Вĕсене те татса тирпейлеме пулăшрĕç. Халĕ катăках ăрăва малалла тăсакансемсĕр. Вĕсем килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр ва-ра",_тет пурнăçне ачасене вĕрентсе воспитани парса ỹстерес ĕçе халалланă Вера Георгиевна.
Тăпăл-тăпăл çуртра пурте хăй вырăнĕнче. Хушма пỹлĕмсем те тунă. Кил хуçи хĕрарăмĕ ал ăсти те иккен. Çыхнă-тĕрленĕ япаласем тỹрех куç тĕлне пулаççĕ. Тепĕр çемьере çакна та асăрхаймастăн. Кунти ăшăлăх, тараватлăх вара тыткăна илетех.
Юрра та ăста иккен Мешковсем. Ялти фольклор ушкăнне çỹреççĕ. Унта утма ăсталăх çеç мар, чун туртни те кирлĕ. Вăл вара пурнăçа пĕр тикĕс тытса пыракансен пурах. Малашне те çапла пултăрах. 60, 70... çул пĕрле пурăннине те кĕреке хушшине ларса çывăх çыннисемпе уявлама сывлăхĕ çирĕп тăтăрах мăшăрăн.
А. КАПИТОНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)