Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр çимĕçпе пуян

03 сентября 2014 г.

Çу каçнине сисмерĕмĕр те. Ачасен хаваслă каникулĕ хыçа юлчĕ. Вĕсем каллех парта хушшине ларчĕç. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ. Ку таранччен шкулсенче юсав ĕçĕсем пычĕç-ха ĕнтĕ. Пахчасенче тĕрлĕ çимĕç çитĕнчĕ. Каллех çитĕнекен ăрушăн. Пĕлỹ тĕнчине утакансене хăтлă çурта килсе кĕме кăмăллă тата кĕр пуянлăхне шкул столовăйĕ валли усă курма пулать.

Çакă апат-çимĕçе пуянлатма та, унăн хакне йỹнеçтерме те пулăшать-çке. Çапла тăваççĕ те вырăнсенче. Ку енĕпе Пăлапуç Пашьелсене тĕслĕхе хума пулать. Пĕр гектар ытларах çĕрĕ пур вĕсен. Унта çĕр улми, купăста, помидор, хăяр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сухан, кишĕр, кавăн таранчченех çитĕнтереççĕ. Çимĕç паракан йывăççисем те пур. Пан улмине сентябрь-октябрь уйăхĕсенче сĕтелсем çине савăтпах лартса хураççĕ. Хĕл валли вара повидло хатĕрлеççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла _ помидор-хăярне те тăварласа хураççĕ. Купăсти те çăва тухичченех апат хатĕрлеме çитет.

_ Паянхи куна эпир 100 банка ытла çимĕçе хупнă. Симĕс помидорсене сивĕ тивсе хуратасран хĕрелме татса хунă. Çĕр çын аллипе çитĕнтернĕ çимĕçе мĕншĕн сая ярас,_ тет повар пулăшуçи В. Шугурова.

_ Куллен икĕ хутчен ачасене вĕри апат çитеретпĕр. Пĕрремĕш-иккĕмĕш уроксем хыççăн пăтăпа чей паратпăр. Çăкăра чарман. Ăна ятарлă савăтпа сĕтелсем çине çаплах хураççĕ. Виççĕмĕш-тăваттăмĕш уроксем хыççăн пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш блюдăсене кăмăлтан çиеççĕ, _ тет калаçăва малалла тăсса шкул директорĕ В. Козлова.

Ытти педагогсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ те сăмах çумне сăмах хушма ỹркенмерĕ. Поварсем те маттурскерсем иккен кунта. Яшкана, акă, пĕр тĕрлине çеç пĕçермеççĕ. Кам купăста, кам пăрçа, кам салма янине юратать. Иккĕмĕш блюда та икĕ тĕрлĕ. Тỹнĕ улма пăттине ытларахăшĕ кăмăллаççĕ. Салат куллен пур сĕтел çинче. Поварсем чейпе ĕçме кукăльсем, булкăсем те пĕçереççĕ. Çакнашкал апата кам тиркĕ.

Кăнтăр апатне пысăк тăхтав вăхăтĕнче килне çỹрекен ача çук шкулта. Апла пулсан тивĕçтерет вĕсене çимĕç пахалăхĕ. Апат хатĕрлемелли условисем пур. Кухньăри тата залри оборудованисене çĕнетнĕ. Вĕсене ятарлă программăпа килĕшỹллĕнех кỹрсе панă. Апат пĕçермелли хушма плитана маларах ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе туяннăччĕ. Пăс туртмалли хатĕре те çак шкулта пĕлỹ пухнă Н. Кузьмичев хăй ăсталаса хатĕрлесе панă.

Условисем пуртан, техĕмлĕ апат пĕçерме пултарнăран, çĕнĕ вĕренỹ çулне тивĕçлипе хатĕрленнĕрен шкул столовăйĕ пĕлỹ çурчĕсем хушшинчи тĕрĕслев вăхăтĕнче мала тухни палăрчĕ.

Тутă хырăм _ сывлăх çăл куçĕ. Кĕр пуян килни те хавхалантарать кухня ĕçченĕсене. Вĕсем кăçал та менюна кунсерен улăштарса тăрас шутлă. Çакăнпа ачасем те кăмăллă.

А. ИВАНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика