Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нỹрлĕ чухне акмалла

26 апреля 2014 г.

Районăн хĕвел анăç (вăрманçĕрри) енче çĕр ытти тăрăхринчен каярах ĕлкĕрет. Çавăнпа акана та кăшт юларах тухаççĕ. Туçапа Çĕнĕ Ахпỹрт енче уйрăм хуçалăхсем кишĕрпе сухан вăрлăхĕсене акса пĕтерсе çĕр улми те лартма пуçларĕç пулсан, кунта вара хыçалти пахчасенчи тислĕке салатма та тытăнман-ха.

Пăлапуç Пашьелĕнчи "Булинская" агрофирмăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене иртнĕ эрнере, апрелĕн 14-мĕшĕнче, акма тухнă. 70 гектарта çурхи тулă, 10 гектарта вика никĕсе хывнă. Вĕсем кăçал 110 тата 30 гектар йышăнмалла. Çавăн пекех 150 гектарта сĕлĕпе урпа çитĕнмелле.

_ Çумăр çунипе паян тракторсем паркран тухмарĕç. Кăнтăрла хыççăн, çĕр кăшт кушăрхасан хире каяççĕ. Çанталăк лайăх тăнипе усă курса хăвăртрах акса пĕтерес тетпĕр. И. Чернов тата С. Рудаков культиваци тăваççĕ. Вĕсем хыççăнах Е. Шугуровпа В. Петров акаççĕ, _ тет хуçалăхăн ертỹçи С. Чаданов механизаторсемпе (сăн ỹкерчĕкре) çывăх вăхăтра тумалли ĕçсем пирки сỹтсе явнă май.

Хуçалăхра яваплă тапхăра аванах хатĕрленнĕ. Тĕш тырă вăрлăхĕсене кондицие лартнă: пурте элита е пĕрремĕш репродукциллĕ. Юлашки çулсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулленех çĕнетме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр "Красное знамя" ял хуçалăх предприятийĕнчен урпа, кăçал "Труд" хуçалăхран çурхи тулă, вика илсе килнĕ. Кĕрхи культурăсем лайăх шăтса тухнăран куçа савăнтараççĕ. Вĕсем аякранах сип-симĕс курăнаççĕ.

Паркра та çĕнĕ техника йышланнă. 2008 çулта икĕ МТЗ-82 трактор (кредитпа) туяннă. Вĕсемшĕн тỹлесе татнă. 3 çул каялла вара МТЗ-892 хурçă "ут" тата роторлă косилка, утта çавăрса паккуса хываканни, пресс илсе килнĕ. Ĕçе хутшăнакан пур трактора тата прицепа юсаса тирпейленĕ, техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Механизаторсен сывлăхĕсене те тухтăрсем пăхнă.

Ял хуçалăх ĕçченĕ яланах ĕмĕтпе пурăнать, кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах пуласса шанса ака ирттерет.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика