Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика призересем

26 марта 2014 г.

 Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тĕнче класлă спорт мастерĕ тата Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ пĕр тăван Наташа тата Европăпа тĕнче чемпионки Ольга Смирновасен призĕсемшĕн 2000-2001, 2002-2003 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республика шайĕнчи иккĕмĕш турнир иртрĕ. Унта 160 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсем Тутарстан, Мордва, Пушкăрт Республикисенчен, Мускав, Тольятти, Самар, Челябинск тата ытти хуласемпе Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ. Ăмăртăва пирĕн ен хĕрĕсем те хутшăнчĕç. 26 килограмлă виçере Пăлапуç Пашьел шкулĕнчи 4 класра вĕренекен Сителĕнчи А. Выросова 15 спортсмен хушшинче чи ăста кĕрешнине палăртмалла. 4 хут тупăшăва тухса финалта Челябинск хĕрне çеç парăнтараймарĕ, иккĕмĕш вырăн (кĕмĕл медаль) çĕнсе илчĕ.

Ишлĕре вĕренекен Люляри И. Смирнова 13 хĕр ача хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. И. Христофоровапа А. Шайманова çакнашкал ăмăртусене пуçласа хутшăнаççĕ пулин те 4-мĕш тухса савăнтарчĕç.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ тренер

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика