Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн урамра çап-çутă! Сирĕн вара мĕнле?

19 марта 2014 г.

 Паян эпир электричествăсăр хамăра алăсăр пекех туятпăр. Пĕр е икĕ сехет çутă пулмасанах ăшталанма пуçлатпăр. Ĕлĕк хăйă çутипе пир тĕртни, кĕпе-йĕм çĕлени пирки шутлатăн та _ тĕлĕнетĕн. Халь эпир чăннипех те ырлăхра пурăнатпăр çав: япала çумалла е шыв ăсмалла-и, тимĕр касмалла е сыпăнтармалла-и _ пĕрне те алă вăйĕпе пурнăçламастпăр.

Кашни килтех çутă пултăр, çăмăллăхсемпе усă курччăр тесе патшалăх чылай тăрăшать. Республикăра 2010 çултанпа çĕнĕ урамсене электрификацилессипе ятарлă программа ĕçлет. Çак тапхăрта пирĕн районта 10 ял тăрăхĕнчи 21 урама юпасем лартса пăралуксем карнă. 20 çухрăм электричество линийĕсене çĕнетнĕ, 14 трансформатор подстанцийĕ лартнă. Асăннă ĕçсене пурнăçлама 28 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Çурт хуçисем килĕсене çутă кĕртме те, счетчиксем туянма кăна хăйсен кĕс-йинчен укçа кăларнă.

Кăçал икĕ объекта электрификацилеме палăртнă. Пĕрлех Патăрьелĕнчи Мир, Мичурин, Совет урамĕсенчи, Ленин проспектĕнчи линисене çĕнетме, Аслă Чементи Çамрăксен урамне çутă çитерме тĕллев лартнă.

Кашни килте çутă çунни, çĕнĕ кассем йĕркеленни питĕ аван. Çакă ял аталаннине, пурнăç малалла тăсăлнине кăтартать. Анчах кĕрхи хура, хĕллехи тĕксĕм каçсенче тата ирхине урамсенче йĕппе чиксен те куç курманни пăшăрхантарать. Шкула каякан ачасене тĕттĕмпе вĕренме кăларса яма та хăрушă. Хамăрăн, аслисен, ĕçелле васканă чухне те чун сỹлетсе пырать. Нумайăшĕ хунарсемпе çỹреççĕ-ха. Пĕр-пĕр йытă вĕрсе ярсан е хирĕç палламан çын килсен чăн-чăн сехре хăппи!

Юпасем çинче çутăсем пур-ха, çук тесе калас килмест. Анчах хăш-пĕр ялсенче вĕсене шутласа тухма алăри пỹрнесем те çитме пултараççĕ. 4-5 çĕрте кăна çунакан лампочкăсен вăйĕ ялшăн сахалли каламасăрах паллă. Ытларах çакас _ укçи нумайрах кирлĕ. Акă, Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче иртнĕ çул 15-16 лампочкăна çутатнăшăн вырăнти бюджетран çулталăка 78 пин тенкĕ уйăрнă. Пĕлтĕр кунта йывăрлăхран тухма май тупнă. Ял тата хула тăрăхĕсен 2012 çулхи экономика ăмăртăвĕнче Ыхра Çырми ял тăрăхĕ (1300 çынна яхăн пурăнаканнисем хушшинче) мала тухса гранд илме тивĕçнĕччĕ. Патшалăх паракан укçапа шăпах урамсене çутă кĕртме палăртнă. Шухăшланă ĕçе çийĕнчех пуçăннă.Кунта Елчĕк районĕнчи "Шанс" пĕрлешỹпе килĕшỹ çырнă. Паян Ыхра Çырминче тата Чăваш Ишекĕнче 145 диот лампочкине çакнă. Вĕсем тĕттĕмленсен хăйсемех çутăлаççĕ, хĕвел тухсан сỹнеççĕ.

_ Урамсене каçпа та кĕрсе тухма кăмăллă. Энергие перекетлекен лампочкăсем вырнаçтарнăран тăкакĕ те пысăках мар. Эпир кăçала валли те пĕлтĕрхи чухлех укçа уйăрса хăварнă, _ тет ял тăрăх пуçлăхĕ А. Айбетов.

Кзыл Камышра ялти обществăлла канаш Шăнкăртам ял тăрăх администрацийĕпе калаçса килĕшнĕ хыççăн урамри çутă ыйтăвне татнă. Унччен кунта ялĕпе 250 кВт-лă лампочкăсем 9 пулнă. Халь энергие перекетлекеннисем 50 точкăра пур. Халăх çутатакан хатĕрсене хăй вăйĕпе туяннă. Шăнкăртамри 3 урамра пурăнакансем те çак мелпех усă курнă.

Алманчăра унчченех вăрăм урамсенче 10-12 лампочкăран кая мар çуннă. Кунта паян та çаплах. Анчах хăй вăхăтĕнче кассем çутăсăр тăрса юлас хăрушлăх та пулнă иккен. Ял тăрăх администрацийĕ энергие перекетлес тесе юпасем çине ятарлă счетчик вырнаçтарнă тата вăхăтпа ĕçлемелле тунă. Кун кĕске чухне каçхи 5 сехетре "çăлтăрсем" çуталаççĕ, çур çĕр иртсе 2 сехетре вара сỹнеççĕ. Унтан ирхи 5-пе 8-ччен кассенче шиксĕрех çỹреме пулать, кайран вара хĕвел хăйĕн шевлисемпе халăха савăнтарать. Çанталăк çур енне кайнă май лампочкăсен "ĕç вăхăтне" тата та улăштарнине пĕлтерчĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фомин.Тăрăшсан, майне тупсан ялта та урамсем "çутта" тухаççĕ иккен. Çакна районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тунă тĕслĕхсем çирĕплетсе параççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика