Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сочинче _ Хỹллехи Олимп вçййисем. Районта _ хỹрĕ çмçртусем

22 февраля 2014 г.

 Тăрăн ял тăрăхĕ

Канмалли кун Патăрьелĕнчи ДРСУ тата Тăрăн ял тăрăхĕн администрацийĕ пуçарнипе Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта ДРСУ директорĕнче ĕçленĕ С. Рубцова халалласа мини-футбола пуçтарăнчĕç. Унта 4 команда хутшăнчĕ. Спорта юратакансене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа П. Никифоров, Тăрăн ял тăрăхĕн ертỹçи К. Михеев, "Чувашавтодор" уçă акционерла пĕрлешỹ директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ В. Разумов, райпо председателĕ П. Перепелкин тата ыттисем те саламларĕç.

Унтан вăйăсем пуçланчĕç. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти ТПУ, иккĕмĕшне _ хуçасем, виççĕмĕшне Алманчă команди тухрĕç. Çак ялти С. Сергеев "Чи лайăх вылякан", Канаш ТПУри Д. Михеев "Чи лайăх вратарь", Шупашкарти А. Порфирьев "Чи лайăх тапăнса вылякан", Патăрьелĕнчи ДРСУри Ю. Иванов "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ятсене тивĕç пулчĕç.

 

Тутар Сăкăт ял тăрăхĕ

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул спорт залĕнче тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Ăна Афганиистанта пуçне хунă воин-интернационалиста, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Рифкат Куликова халаларĕç.

Турнира хутшăнакансен йы-шĕ çулран-çул ỹсет. Кăçал унта Тутарстанри Пăва тата Çĕпрел районĕсенчен те килнĕ. Кĕрешỹçĕсем хăйсен ăсталăхне тивĕçлипе кăтартрĕç. Çакăн пирки район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Патăрьел ентешлĕхĕн председателĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ В. Семенов, тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ Ф. Чабатов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Хасянов, шкул директорĕ Х. Сабитов, Рифкатпа пĕр тăванĕ Рашит Куликов тата ыттисем те палăртрĕç.

15 виçе категорийĕпе кĕреш-рĕç спортсменсем. Кĕçĕннисенчен пĕрремĕш вырăна Шăнкăртамри Ш. Багманов тухрĕ. 30 килограмлă виçеллисем хушшинче А. Сафиянов палăрчĕ. Кашни пилĕкшер килограмлă ỹсĕмре Тутар Сăкăтĕнчи Р. Мухутдинов, Шăнкăртамри А. Ишмуратов, И. Кеметов, Тутар Сăкăтĕнчи З. Вахитов, Çĕпрелĕнчи Д. Сулейманов, Пăвари Р. Заббаров, Шăнкăртамри Р. Куряков, Пăвари Б. Гимадиев, Çĕпрелĕнчи А. Мухтяров пĕрремĕш вырăнсене тухрĕç.

Аслисем хушшинче те çакнашкал тупăшу пычĕ. Шăнкăртамри М. Купкенов, Р. Садаров, Р. Васимов, Тутар Сăкăтĕнчи М. Насыбуллов пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çамрăксенчен кĕрешỹ паттăрĕ вара Р. Куряков пулчĕ. Вăл пĕр тăван Валиулловсен парнине (диван) çĕнсе илчĕ. Аслисенчен М. Куликов воин-"афганец" çирĕплетнĕ парнене Р. Васимов тивĕçрĕ.

Командăсен ăмăртăвĕнче Шăнкăртамсем (тренерĕ М. Калайбашев), Тутар Сăкăтсем (Т. Валеев), Пикшиксем (А. Камалетдинов) малти вырăнсене йышăнчĕç.

Ăмăртусем хыççăн Р. Куликов ячĕпе концерт пулчĕ. Э. Халитов сăввипе кĕвĕленĕ "19 лет" юрă пурин чунне те пырса тиврĕ.

 

Туçа ял тăрăхĕ

Февралĕн 15-мĕшĕнче Туçари вăтам шкулта чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансем Энвер Гисметдинович Гисметдинов парнисемшĕн тупăшрĕç. Вăл _ çак шкул выпускникĕ, йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе СССР спорт мастерĕ. Пурăннă пулсан шăпах 60 çул тултармаллаччĕ. Ăмăртăва йĕркелекенсем вара _ унпа пĕр тăван Гельназ, Газиз тата Дамир Минсагировичсем, шкулти юлташĕ Д. Зиатдинов, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, Айрат ывăлĕпе Эльвира хĕрĕ...

Малтанах пурте шкулта Газиз Минсагирович пулăшнипе ĕçе кĕнĕ тренажер залне чыслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнчĕç. Унтан хăнасемпе спорт ветеранĕсем, шкул ачисем йĕлтĕр уйне тухрĕç. Старта ветерансем, "афганецсем", Энверпа пĕрле вĕренсе 1971 çулта алла аттестат илсе тухнă выпускниксем, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсем, чи вăйлă йĕлтĕрçĕсем тăчĕç.

Хĕрỹ тупăшура тĕп призсене _ телевизорсене _ Ю. Шашкин, А. Логунов, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов çĕнсе илчĕç. Валерий Владимировичăн ыр кăмăллăхĕ кунта та палăрчĕ. Вăл çĕнсе илнĕ парнине районта пыракан "Ачасемшĕн, ачалăх ячĕпе" марафона хутшăнса шкула парне кỹчĕ. Ытти çĕнтерỹçĕсене те сумлă парнесем пачĕç.

 

Патăрьел ял тăрăхĕ

Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн залĕнче темиçе хутчен "Урожай" спорт обществин чемпионĕ пулнă, "Халăхсен туслăхĕ" орден кавалерĕн, спорт ветеранĕн И. Хитровăн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ. Çак вăййа хисеплекенсене район администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Моисеев, пĕрлех В. Бородкин, Р. Сафиуллов, А. Долгов спорт ветеранĕсем саламларĕç.

Турнир çĕнтерỹçисем кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнчи "Урмай" команда пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна "Батыревский" хупă акционер пĕрлешĕвĕн, виççĕмĕшне "Паттăр" спорт шкулăн волейболисчĕсем тухрĕç. "Чи лайăх вылякан" С. Маков, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" _ Ф. Абитов, "Чи лайăх хĕрсе вылякан" _ Р. Рахимзянов, "Чи лайăх тапăнса вылякан" И. Кумтов пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕç. Кунта И. Хитров спорт ветеранĕн харсăрлăхне та палăртса хăвармалла. 72 çулта пыракан Иван Федорович 46 çулне медицинăра ĕçлет.

 

Пикшик ял тăрăхĕ

Кĕçĕн Арапуçĕнче спорт мастерĕн кандидачĕ, йĕлтĕрпе ăмăртса темиçе хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулнă В. Маркиданов ячĕпе шкулсен тата ял тăрăхĕсен спартакиадине кĕртнĕ йĕлтĕр спорчĕн ăмăртăвĕ иртрĕ. Старта тăракансене райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов, "Россельхозбанк" управляющийĕ Р. Селиванов, Пикшик ял тăрăхĕн ертỹçи З. Алигберов саламларĕç.

Тĕп шкулсем хушшинчи эстафетăна 6 команда хутшăнчĕ. Кунта Аслă Чементи, Нăрваш Шăхалĕнчи, Çĕньялти йĕлтĕр-çĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Харкам хăйшĕн пыракан тупăшура вара Р. Платонова (Аслă Чемен), В. Краснова (Нăрваш Шăхаль), А. Таганова (Аслă Чемен) мала тухрĕç. Арçын ачасенчен финиша Аслă Чементи Ф. Антоновпа Р. Сулагаев тата Нăрваш Шăхалĕнчи П. Павлов умлă-хыçлă кĕчĕç.

Тепĕр этапра йĕлтĕр йĕрĕ çине вăтам шкулсен 4 команди тăчĕ. Кунта Нăрваш Шăхальсем палăрчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Аслă Чеменсем, виççĕмĕшĕнче Турхансем пулчĕç. Уйрăм вăхăтпа вара Л. Антонова, М. Матюшкина (Аслă Чемен), Н. Мулендеева (Нăрваш Шăхаль) малти вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасенчен В. Афанасьев, А. Семенов (Аслă Чемен), А. Шлаев (иккĕшĕ те Нăрваш Шăхаль) призерсем пулчĕç.

Ял тăрăхĕсемпе предприятисемпе учрежденисен хушшинчи командăсенчен Маркидановсене çитекенни пулмарĕ. Унта Раççей спорт мастерĕ Владимирпа Евгений, тĕнче класлă спорт мастерĕ Татьянăпа Иван тата Л. Базманкина ăмăртрĕç. Иккĕмĕш вырăна Нăрваш Шăхальсем, виççĕмĕшне Шăхачсем тухрĕç.

Уйрăм чупакансенчен Татьяна Маркиданована çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшĕнче _ М. Макарова, виççĕмĕшĕнче _ М. Николаева.

Арçынсенчен пĕр тăван Владимирпа Евгений Маркидановсем пĕрешкел вăхăт кăтартрĕç. А. Кузьмин виççĕмĕш вырăнта пулчĕ.

 

Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕ

Февралĕн 15-мĕшĕнче Пăлапуç Пашьелĕнче ял пуçланнăранпа 389 çул çитнине халалласа сретени уявĕ иртрĕ. Çак ятпа кунта пурăнакансене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа П. Никифоров, район Пухăвĕн депутачĕсем П. Перепелкинпа А. Иванов саламларĕç.

Хăнасем ялти хоккей командисемпе тĕл пулчĕç. Спорта юратакансем _ аслисемпе кĕçĕннисем _ пăр çине тухрĕç. Ăста вылякансене О. Мешков укçан парса хавхалантарчĕ. Олег Вадимович шкула кỹнĕ парнесем педагогсене те, ачасене те савăнăç кỹчĕ. Вăл спорт тумĕсем, ятарлă пушмак, кире пуканĕсем пачĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика