Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Афганец" амçшỹ хурланнç та, савçннç та…

22 февраля 2014 г.

Оборонăпа спорт уйăхлăхне тата Совет салтакĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнине халалласа Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта сахал мар мероприяти йĕркеленĕ. Вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ çак кунсенче Сителте пурăнакан Роза Николаевна Журавлева килĕнче пулнă. Синкерлĕ шăпа пурнăçра ăна пĕрре мар хуйхă кăтартнă. Тăватă ачине мăшăрсăр ỹстерме тивнĕ. Вăл çеç те мар-ха. Чи хăрушши _ 1986 çулта пулса иртнĕ. Ноябрĕн 19-мĕшĕнче унăн Саша ывăлĕ салтак тивĕçне пурнăçласа сăртлă-туллă çĕр-шывăн пĕр кĕтесĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Унтанпа çулсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлаççĕ пулин те амăшĕн чĕре суранĕ пирчеймест. Çирĕм пилĕк çул ĕнтĕ вăл унăн асĕнче çеç пурăнать...

Ачасем салтак амăшĕн пурнăçĕпе кăсăкланнă, ывăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, салтакра ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕкĕсемпе паллашнă. Вĕренекенсем кинемейĕн кăмăлне те тупнă: чăваш чĕлхипе литература учительници А. Козлова ертсе пынипе кил картишĕнче пуçтарăнса кайнă юра кăларса хăварнă. Роза Николаевна паттăр салтак-ывăлне манманшăн, хăйне çапла хисепленĕшĕн чун-чĕререн савăнать. А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика