14 декабря 2013 г.
ПĂЛАПУÇ ПАШЬЕЛ йышĕпе пысăк ял тăрăхĕ мар: кунта тăхăр çĕре яхăн çын пурăнать. Виçĕ пайĕнчен пĕрин çулĕсем самай шултăраланнă. Сывлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу кирлĕ çынсем те пайтах. Кунсăр пуçне çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ ỹсни те пĕлтерĕшлĕ. Çак проблемăсене тĕпе хурсах кунта кăçал фельдшерпа акушер пункчĕ уçрĕç. ФАП заведующийĕ Н. Сакмарова каланă тăрăх, сиплев çуртĕнче паян мĕн пур услови çителĕклĕ: çутă, таса, хăтлă, сывлăха сиплеме те, профилактика тума та кăмăллă, эмелĕсене те кунтах туянма пулать. Ял тăрăхĕнче çакнашкал медицина учрежденийĕ ĕçленишĕн пурăнакансем чунтанах савăнаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)