07 декабря 2013 г.
ЧĂВАШ халăх сайчĕ ирттерекен литература конкурсне Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитина тăваттăмĕш çул хутшăнать. Маларахри çулсенче те хастар учительница хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ, призлă вырăнсене йышăнчĕ.
Кăçал вара вăл "Чăваш йăмри" литература ăмăртăвне "Кашлаççĕ йăмрасем çилпе" сăвă тăратнă. Конкурс условийĕ çăмăлах мар. Хайлава фантастика мелĕпе çырмалла, йывăç сăнарне уççăн çутатмалла, кивелнĕ е çĕнĕ сăмахсемпе усă курмалла. Творчество ĕçĕн чĕлхе илемлĕхĕ те, сюжет кăткăслăхĕ те палăрмалла.
Сăвă хайлама юратакан вĕрентекенсем хушшинче вăл кăçал виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Светлана Петровна хăйĕн пултарулăхне аталантарнипе çеç лăпланса лармасть, ачасене те сăвă-калав çырас вăрттăнлăха алла илме пулăшать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)