26 октября 2013 г.
Пан улми _ усăллă пахча çимĕç. Çакна Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем лайăх пĕлеççĕ. Кăçал вăл шкул пахчинче ăнса çитĕнчĕ. Поварсем унран кирлĕ чухлĕ варени, повидло туса хучĕç. Типĕтнĕ çимĕç те чылай.
Ачасен сывлăхĕшĕн техничкăсем те тăрăшаççĕ. Тăхтав вăхăтĕнче çиме коридора витрипех пан улми çуса лартаççĕ. Антоновкăра кирлĕ витаминсем те нумай, вăрах та упранма пултарать вăл. Унăн сĕткенĕ тĕрлĕ микроба пĕтерме пулăшать. Кунне 2-3 пан улми çини холестерина кирлĕ шая лартать. Вăрринче вара йодпа ытти ферментсем те пур.
С. НИКИТИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)