Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул умĕнхи савăнăç

19 декабря 2012 г.

Раштавăн 15-мĕшĕнче Пăлапуç Пашьелĕнче чыслă лару-тăрура çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçрĕç. Ял халăхĕн савăнăçне пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн ертÿçи В. Никитин, республикăри Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ И. Ефимова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа П. Никифоров, район больницин тĕп врачĕ Н. Тинюков, ООО ТПК “Шыгырданы” ертÿçи З. Халитов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ял халăхĕ хутшăнчĕ. Николай Иванович малтанах районти сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕ çинче чарăнса тăчĕ. Кăçал ку енĕпе 37,5 миллион тенкĕ укçа кĕнине, унпа ку чухнехи медицина оборудованийĕсем туяннине палăртрĕ, поликлиникăн пĕрремĕш хутне, ача-пăча уйрăмне тĕпрен юсанине каларĕ. Пăлапуç Пашьел акушер пунктне хута яни те çак программăпах.

“Ял тухтăрĕ” программăпа килĕшÿллĕн района квалификациллĕ 20 çамрăк специалист килнĕ. Çакă тĕп больницăра харăсах талăкĕпе 5 врачран: реаниматолог, неонотолог, терапевт, хирург, акушер-гинеколог дежурство йĕркелесе яма май панă. Район больницинчи 4 уйрăм – ача çуратмалли, гинекологи, травматологи тата неврологи– çывăхра вырнаçнă тăватă районшăн центр шутланса тăрать.

И. Ефимова Патăрьелсен хастарлăхне хак парса вĕсем республика Пуçлăхĕн хушăвне тĕллевлĕ пурнăçа кĕртсе пынине палăртрĕ. О. Мешков хамăр сывлăхшăн патшалăх çеç мар, хамăрăн та тăрăшмаллине, сывлăхлă çын обществăна ытларах усă кÿме пултарассине, Н. Тинюков ку чухнехи медицина оборудованийĕсемлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туни паянхи кун ял халăхне пахалăхлă пулăшу пама май панине каларĕç.

Ял аксакалĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн канашçи Н. Тельцов кĕске тапхăрта тунă чăннипех те паха парнешĕн район, республика, район больницин ертÿçисене ял халăхĕ ячĕпе тав турĕ.

Сăмах май çакна та палăртмалла: район кунне ял тăрăхĕнче паллă тунă чухне, кăçалхи июлĕн 14-мĕшĕнче, фельдшерпа акушер пункчĕн пĕрремĕш кирпĕчне хунă. Ĕçе ООО ТПК “Шыгырданы” хăй çине илнĕ. “2013 çулчченхи ялăн социаллă аталанăвĕ” тĕллевлĕ федераллă программăпа килĕшÿллĕн унта республика бюджетĕнчен 3750 пин тенкĕ янă.

З. Халитов фельдшерпа акушер пункчĕн заведующине Н. Сакмарована çуртăн çăрине парса хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн фельдшерпа акушер пункчĕн хăтлăхĕпе паллашрĕç, тухтăрсем вара пĕрремĕш пациентсене çĕнĕ çуртра йышăнчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика