21 августа 2013 г.
Районти ялсен, тĕрлĕ сферăри объектсен территорийĕсене тирей-илем кĕртес, хăтлăх кỹрес, йывăç-тĕм лартса хитрелетес тĕлĕшпе çулленех "Чи лайăххи" ята çĕнсе илессишĕн конкурс иртет. Нумай пулмасть ăна пĕтĕмлетнĕ.
Кăçал 19 ял тăрăхĕнчен 9-шĕ хушшинче (Алманчă, Пикшик, Аслă Чемен, Кзыл Чишма, Çĕнĕ Ахпỹрт, Шăхач, Сăкăт, Тутар Сăкăт, Туçа, Тăрăн хутшăнман) йĕркеленĕ.
Комисси пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, "Чи тирпейлĕ ял" хисепе Ишлĕ çĕнсе илнĕ. "Чи кăтартуллă урам" ята Шăнкăртамри М. Валитов ячĕллĕ кас тивĕçнĕ. "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире пĕрремĕш вырăна Ыхра Çырминчи Ф. Вахитов, иккĕмĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчи Ю. Вариков, виççĕмĕшне Çĕньялти Н. Нестерова хуçалăхĕсем йышăннă.
"Чи хăтлă территори" номинацире Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул çĕнтернĕ. Çавăн пекех Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкула, Патăрьелĕнчи "Чăваш энерги сутакан компани" пĕрлешĕве ырăпа асăнса хăварнă.
Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Хурăн урамĕнчи ача-пăча площадки "Пурте усă куракан чи хăтлă объект" ята тивĕçнĕ.
Сăн ỹкерчĕксенче:
"Чи тирпейлĕ ялăн" пĕр урамĕ; Ф. Вахитов (Ыхра Çырми) Ю. Вариков (Пăлапуç Пашьел) хуçалăхĕсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)