Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питравран куккук та авăтма пăрахать, теççĕ…

17 июля 2013 г.

Районти кашни ял халăхĕн - хăйĕн историйĕ, йăли-мешехи... Пысăк уява Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çынсем халăхпа пĕрле те, ялпа уйрăмшарăн та савăнма вĕренсе çитрĕç темелле. Иртнĕ канмалли кунсенче çеç тепĕр виçĕ ялта Питрав уявне кĕрлеттерчĕç.

Пăлапуç Пашелĕнчи ял хĕрринчи илемлĕ лапама йышлă халăх пуçтарăнчĕ. Юрă-ташă ытамĕнче киленме килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Чăваш Республикин культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Никитин, "Булинская" агрофирма ертỹçи Сергей Чаданов тата ыттисем саламларĕç, ĕçре кар тăма, юрă-ташăра сатур пулма ырă сунчĕç.

Чи малтан хуçалăх ертỹçи уйрăм çĕр ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене пархатарлă ĕçшĕн тав туса Хисеп грамотисемпе дипломсем парса саламларĕ, çăмăлах мар условисенче çĕр-аннемĕре юхăнма паманшăн тав турĕ. Аслă лапама чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсемпе арçынсем карталанса тухсан вара уяв сĕмĕ тỹрех улшăнчĕ, купăсçăн кĕвви-çемми те савăнăçлăрах илтĕнчĕ. Питрав ячĕпе тухакан юлашки вăйă ĕлĕкхине аса илтерсе çаврăм хыççăн çаврăм турĕ. Вĕсене курса куракансем те чăтаймарĕç, алăран- алла тытрĕç. Унтан вырăнти юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Улăх мĕн каçченех хаваслă сасран лăпланмарĕ.

Уява хутшăннисем алă ăстисен ĕçĕсемпе паллашрĕç, асатте-асаннесен тумĕсене курса тĕлĕнчĕç, чăвашăн кăпăклă сăрипе симпылне тутанчĕç.

Сăмах май каласан, Пăлапуç Пашьелсем ĕлĕкхи меслетпе сăра тума çав тери ăста. Уйрăм хастарсем паянхи кунчченех хăйсем çитĕнтернĕ хăмларан сăра юхтармалли шансене те упраççĕ-ха.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика