Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулăн аслă уявĕнче

10 июля 2013 г.

Шăнкăр-шăнкăр Пăла шывĕ

Хыр вăрманĕ çумĕнче.

Тăван шкулăм, Пашьел шкулĕ

Кашни çыннăн асĕнче...

Илемлĕн шăрантарчĕç çак юрра акт залĕн сцени çинче ачасем 125 çулхи шкул юбилейне халалланă уява пуçласа. Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех хатĕрленнĕ ăна кĕтсе илме. Кашни класа тирпей-илем кĕртнĕ, чылай стенда çĕнетнĕ. О. Иванова тата С. Матюшкин вĕрентекенсем алă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Е. Иванова библиотекарь вара историне йĕрлесе 200 ытла слайдран тăракан презентаци хатĕрленĕ. Ăна шкул коридорĕнче те, акт залĕнче те пăхма май туса пачĕç.

Аса илмелли, савăнмалли пайтах шкулăн Çĕр-çĕр ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă вăл. Уяв залĕнче пĕр пушă вырăн та çукчĕ.

Пухăннисене малтанах шкул директорĕ В. Козлова саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ, ĕçри çитĕнỹсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем вара сахал мар. 149 ача вĕçлерĕ кăçал вĕренỹ çулне. Çурри ытла "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Ачасем Раççей, республика, район, шкул шайĕнче иртекен мероприятисемпе конкурссене, олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Вĕрентекенсен тỹпи сахал мар кунта. Акă, кăçал Л. Мазякова ылтăн медале тивĕçрĕ. Пĕрремĕш класранпах "5" паллăсемпе çеç туслă хĕрача. ППЭре вырăс чĕлхипе 95 балл, биологипе 89, химипе 100 балл таран пухма пултарчĕ.

Малалла ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Никитин сăмах илчĕ. Вăл шкулпа ял хушшинчи çыхăну çирĕп пулнине палăртса хăварчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков та çитнĕ уява. 30 çул каялла вăл та çакăнтан вĕренсе тухнă. Олег Вадимович шкула кỹнĕ пулăшăва каласа та пĕтерес çук. Уяв кунĕнче те хăнасем вăл пулăшнипе тутарнă çĕнĕ алăксене уçса кĕчĕç.

О. Мешковăн амăшĕ Вера Георгиевна та çак шкулта нумай çул ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Халĕ хисеплĕ канура.

Шупашкарти "Штурман" компани ертỹçине, 1967 çулхи выпускника П. Ларева та итлеме кăмăллă пулчĕ.

"Газстрой" ООО генеральнăй директорĕ Ю. Вариков салам сăмахне малалла тăсрĕ. Вăл тата ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе халĕ кашни класрах пăрăх тăрăх шыв юхать.

Юбилейпа саламлакансем хушшинче ялти сумлă та хисеплĕ çынсенчен пĕри В. Мешков пулчĕ. Ĕлĕкхи шкул пурнăçне аса илчĕ вăл, паянхипе танлаштарчĕ. Нумай ырă та ăшă сăмахсем каларĕ.

Сител ялĕнче çуралса ỹснĕ Шалинсен 9 ачи çак шкула çỹренĕ. Пурин ячĕпе те Николай Николаевич сăмах илчĕ, шкула волейбол, баскетбол, футбол мечĕкĕсем парнелерĕ.

Мĕн чухлĕ ырă сăмах каламарĕç пулĕ çакăнта тĕрлĕ çул вĕреннĕ, халĕ çар врачĕ пулса ĕçлекен И. Журавлев, хăйсен вĕрентекенĕсен ырă ĕçне малалла тăсакан Р. Родионова, Л. Храмова, тивĕçлĕ канăва тухнă И. Яковлев тата ыттисем те.

Инçе çула кĕскетсе Тольятти хулинче пурăнакан, çĕр-шывĕпех паллă "Шанчăк" чăваш ансамбльне çỹрекен И. Михайловпа А. Максимов та килсе çитнĕ тĕл пулăва. Вĕсен юрри те чунра ăшă туйăмсем вăратрĕ, ырă аса илỹсем çуратрĕ. Ялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ "Пашьел" фольклор ансамблĕ те саламлама ятарласа килнĕ. Ушкăнпа шăрантарнă юрăсем те, В. Мешков юрлани те тĕлĕнмелле илемлĕ янăрарĕç.

Шкул... Мĕнрен пуçланать-ха вăл? Паллах, авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен, хитре тумлă шкул ачисенчен, ыйтусемпе хуравсенчен. Паллах ĕнтĕ, алран çавăтса класа ертсе кĕрекен çепĕç сасăллă, ырă кăмăллă, йăлтăр кулăллă пĕрремĕш вĕрентекенрен. Вĕсене Н. Никитина хăй çырнă "Пĕрремĕш вĕрентекенĕм" сăввипе саламларĕ.

Шкул вăл - пĕрремĕш шăнкăрав, юратнă уроксем, шавлă тăхтавсем, асран тухми çул çỹревсем, пĕрремĕш юрату, экзамен, сыв пуллашу каçĕ... Унта иртет мар-и кашни ача пурнăçĕн пысăк пайĕ!

Тăван шкула килнисене пурне те нумай конкурссемпе фестивальсен çĕнтерỹçи К. Кондратьева илемлĕ юрă парнелерĕ.

Кĕске историпе обществознани вĕрентекен Л. Кузьмичева паллаштарчĕ.

Уявăн чи сумлă та хисеплĕ хăнисем-_ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. Вĕсен ячĕпе А. Макарова сăмах илчĕ. И. Тихонова ертсе пыракан ачасем "По малину в сад пойдем" ташăпа савăнтарсан пурте алă çупрĕç. Пур ачан, ĕçченĕн пурнăçне курса, пĕлсе тăракан, савăнăçне, ыратăвне пĕрле пайлакан, ырă канаш-сĕнỹ, вĕрентỹпе хуçалăх ыйтăвĕсене татса паракан, пĕр вăхăтрах темиçе профессие хăй витĕр кăларакан çынсен - шкул директорĕсен ячĕсене епле аса илмĕн? Юлашки 6 çул вара çак çăмăл мар лава В. Козлова туртса пырать. Шкул директорĕ пулса ĕçленисем хушшинче паянхи кун пурнăçран уйрăлнисем те, ĕç вахтинчисем те, хисеплĕ канурисем те пур. Вĕсене "Начальная школа" илемлĕ юрăпа саламларĕç.

Миçе 100 выпускник, вĕрентекен тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ! Хăшĕсем вăхăтĕнче граждан, Аслă аттелĕх, Афганистан, Чечен вăрçисенче пулнă. Паянхи кун та выпускниксем çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ. Çак шкулпа çыхăннă çынсен пурнăçĕ вара вăрçăра та, мирлĕ пурнăçра та тĕрлĕ сăлтава пула татăлнă.

40, 50, 60, 70-мĕш çулсенче пĕлỹ пухнă хăнасем те сăмах илчĕç. Шкул историне пулас ăру валли упраса хăварас ĕçре паянхи кун тимлекен, çĕнĕ çурта хута ярас тесе нумай тăрăшнă, çакăнта ăс пухнă ялăн хисеплĕ çынни Н. Тельцов сывлăхне пула çитеймерĕ. Музей йĕркелес ĕçрен те юлмасть вăл. Кашни шкулăн хăйĕн мухтавлă ачисем пур.

Кам вĕренỹре хастар, кам спортра çитĕнỹсемпе савăнтарать е юрра-ташша ăста. Малалла сцена çине медаль илнисем хăпарчĕç. Тĕрлĕ хулара, ялта пурăнаççĕ, вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ вĕсем. Медалистсен ячĕпе çемйипе Питĕр хулинче пурăнакан О. Денисова врач сăмах илчĕ.

30 çул каялла çак шкулăн çĕнĕ çуртĕнчен пĕрремĕш хут мăшăр çунат сарса 11 хĕрпе 11 каччă тĕрлĕ çĕре ăсаннă. Вĕсен ячĕпе А. Михайлова сăмах каларĕ, юрларĕ.

Вăхăт пĕр шелсĕр хăвăрт иртет. Ĕнерхи вĕренекенсем паян хăйсем вĕрентекенсем. Вĕсене саламлама Р. Майзурова ертсе пыракан кашăкçăсен ансамблĕ тивĕç пулчĕ.

Шкул коллективĕ юрра-ташша ăста. Хорпа шăрантарнă "Учитель" юрă, попурри те илемлĕн янăрарĕç.

1980, 1990, 2000 çулсенче вĕреннисем илчĕç сăмах. Е. Никитина, "Уяв" ансабльне çỹрекен Ю. Афанасьева тухтăр сахал мар ыррине каларĕç.

Малалла уяв çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Çумма-çумăн ларса чунри савăнăçа та, хуйха-суйха та пайлама пулать-çке. Аса илмелли вара кашнийĕн темĕн чухлĕ.

С. ПЕТРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика