03 июля 2013 г.
МАТВЕЙ Сакмарова "Авангард" хаçата вулакансем чылайăшĕ ас тăваççĕ пулĕ. Сăмах ăсти питĕ çивĕч пероллăччĕ. Унăн хăйне евĕр калавĕсемпе фельетонĕсем, сăввисем республика хаçачĕсемпе "Капкăн" журналта та сахал мар пичетленнĕ. Вăхăтĕнче вăл Аркадий Гайдарăн "Тимурпа унăн команди" повеçне чăвашла куçарнă. Урăхла каласан, творчество каçалăкĕнче вăл хăйне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ. Пурăннă пулсан поэт, куçаруçă, фронтовик çĕр çул тултаратчĕ. Ентешĕсем чылай çул педагог пулса тăрăшнă хисеплĕ çыннăн юбилейне асрах тытаççĕ.
Çак ятпа шкулта чăваш чĕлхипе литература учителĕ С. Никитина тăрăшнипе унăн творчествипе презентаци хатĕрлесе ачасене кăтартнă. Çакă Сакмар Матви тăванĕсемшĕн те пысăк парне пулмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)