05 июня 2013 г.
"Вут çыншăн юлташ е тăшман?" Çак темăпа ирттерчĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти улттăмĕшсемпе çуллахи каникула каяс умĕн класс ертỹçи Н. Тихонова черетлĕ калаçăва.
Вута пула ăшă та çутă килнине пĕлетпĕр-ха. Вăл çĕр çинче пурнăçа йĕркелеме пулăшнă. Унсăрăн пурăнма та йывăр. Вут çуртра та, шкулта та, заводсенче те, фабрикăсенче те кирлĕ. Вăл тимĕре те шăратать.
Вĕрентекен презентаци вăхăтĕнче вĕренекенсене пушар сăлтавĕсене, вутпа кĕрешмелли майсене аса илтерчĕ. Çын пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсем пирки каласа кăтартрĕ. Çавăнпа та унпа тимлĕ пулма ыйтрĕ.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)