29 мая 2013 г.
Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакан Таисия Александрова çыхăну уйрăмĕнче ĕçлеме пикеннĕренпе çирĕм çул çитет. Çак сахал мар тапхăрта почтальонка ял йĕри-тавра йывăр сумкăпа миçе хутчен çаврăннă-ши? Ăна паян шута илме те йывăр-тăр. Тепĕр чухне çынни килте пулманран, пенси укçине валеçме икĕ хут та кайма тивет. Хĕрĕх градус шăрăхпа сивĕре те, йĕпе-сапаллă çанталăкра та Таисия Гурьевна вулакансем патне вăхатра çитме васкать.
-Ĕçĕ çăмăлах мар пулин те, хама килĕшет. Хаçат-журнала алла иличчен çынсем мана кĕтеççĕ-çке. Çавăнпа та çĕнĕ хыпарсене, çыру-телеграммăсене (вĕсем халĕ питĕ сахал), пенси-пособи укçисене çак кунхинех çитерме тăрăшатăп,- каласа парать почтальонка. Малалла вăл çулсеренех йышлă хаçат-журнал çырăнакансене асăнчĕ. Сăмахран, К. Никитинсен, А. Тихоновсен почта ещĕкне кулленех темиçешер экземпляр хаçат хурăнать. В. Горшковапа Н. Тельцов пенсионерсем те çĕнĕ хыпарсемпе кăсăклансах тăраççĕ, тĕрлĕ-рен кăларăм çырăнаççĕ.
Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата 52 экземпляр салатать. Çур ялшăн, паллах, çакă нумаях мар-ха. Çапах та кашни çырăнтару тапхăрĕнчех хаçат тусĕсем хушăнса пыни кăмăллă. Сăмах май каласан... Р-йонти хăш-пĕр хуçалăхра кăтартуллă ĕçченсене "Авангард" хаçата çырăнса парса парне тăваççĕ. Ку тĕлĕшпе "Красное знамя", "Труд", "Первомайск" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем кăтартуллă ĕçлеççĕ. Пăлапуç Пашьелĕнче вара ял халăхĕ ăна хăйех çырăнать.
А. НИКОЛАЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)