Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурсра -Илемписем

29 мая 2013 г.

 Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен 6 хĕрача хутшăнчĕ ялти культура çуртĕнче ирттернĕ "Илемпи" конкурса. Вĕсем куракансене илемĕпе те, пултарулăхĕпе те, тумĕпе те тыткăнларĕç. Тĕрлеме, çыхма, пăхмасăр сăвă калама, кĕнеке вулама, сăвă-калав çырма, тутлă çимĕç пĕçерме, юрлама-ташлама юратать иккен çитĕнекен ăру. Ỹсен-тăранпа, чĕр чун тĕнчипе те çывăх, спортпа та туслă хĕрачасем. Чăваш ташшине ушкăнпа ташланă чухне урисем те çĕре перĕнмерĕç пулинех. Наци тумĕ те питĕ килĕшет. А. Шавикова "Анне, эсĕ ир тăран" юрăпа савăнтарчĕ. Л. Храмова шăрантарнă "Пукане" юрă хыççăн нумайччен алă çупрĕç куракансем. И. Христофорова юрланă "Икĕ пĕчĕк сар автан" юрă та кăмăла кайрĕ. И. Мазякова вара Аркадий Ĕçхĕлĕн "Анне", В. Аблясова "Шăнкăрч килни" сăвăпа тыткăнларĕç. К. Чернован хĕвел тухăç халăхĕсен ташши пурне те килĕшрĕ.

Тĕрлĕ конкурсра хĕрачасем амăшĕсене илемлĕ прическăсем туса савăнтарчĕç, ят та пачĕç. Аслисем пулăшнипе Илемписем конкурса пуш алăпа та килмен, тĕрлĕ çимĕç хатĕрленĕ. Вĕсен рецепчĕсемпе те паллаштарчĕç куракансене. Çепĕç чĕлхепе, ырă кăмăлпа тутанса пăхма сĕнчĕç. Сăввисем шыв пек юхрĕç. И. Мазякова пыл торчĕ пĕçернĕ. К. Чернова чăваш хуплăвĕпе çитнĕ. И. Христофорова "Оливье", Л. Храмова "Ералаш", В. Аблясова "Кĕрĕк айĕнчи сельд" салатсем тунă. А. Шавикова пицца юратать иккен.

Мода кăтартмалли конкурс та пулчĕ. Тумĕсем еплерех илĕртỹллĕ тата! И. Мазякова аппăшĕ пулăшнипе пурне те тĕлĕнмелле тум ăсталанă. Чăннипех те матур пулчĕç Илемписем. Кашниех хăйне тивĕçлĕ ятпа мухтанма пултарать. "Чи илĕртулли" К. Чернова, "Чи кăмăлли" А. Шавикова терĕç. "Чи çепĕççи" ят В. Аблясовăна тивĕçрĕ. "Чи сăпайли" И. Христофорована пачĕç. "Чи хăюлли" - И. Мазякова. "Илемпи" конкурс çĕнтерỹçи вара тивĕçлипех Л. Храмова пулчĕ.

Пурне те парнепе хавхалантарчĕç. Илемписем тум улăштарнă е тепĕр конкурса хатĕрленнĕ вăхăтра культура çурчĕн илемлĕх ертỹçи Н. Гордеева, Д. Иванова, Д. Ларев, Е. Варикова, Е. Матвеева, В. Соснова, О. Гордеева, К. Сапожникова тата ытти вĕренекенсем те куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

С. НИКИТИНА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика