18 мая 2013 г.
Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсен черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Чи малтанах вĕсен умĕнче ачасем Н. Тихонова музыка учителĕ ертсе пынипе концерт лартрĕç. Кашни номерех хапăлласа йышăнчĕç аслисем. Иккĕмĕшсем мăн кун йăли-йĕркине кăтартса пачĕç. 4 класра вĕренекенсен ушкăнĕ сцена çине "Хурăн шывĕ" инсценировкăпа тухрĕ. Р. Майзурова ертсе пыракан кашăкçăсен ансамблĕ тĕрлĕ кĕвĕ-çемĕпе, такмаксемпе савăнтарчĕ. Шкулта йĕркеленĕ гитаристсен кружокне çỹрекен ушкăн та юрă парнелерĕ. 8 класра вĕренекен К. Кондратьева акăлчанла шăрантарчĕ. О. Гордеева "Чун-чĕререн савăнар-и?" чăваш юрри те илемлĕн янăрарĕ. 3 класс ачисем вырăс ташшипе тухрĕç. Пухура ашшĕ-амăшĕпе пĕрле сỹтсе явмалли сахал мар пулчĕ. Вĕренỹ çулĕн юлашки кунĕсем пыраççĕ. Тĕрĕслев ĕçĕсем те, 9, 11 классен экзаменĕсем те умра.
"Çуллахи хăрушсăрлăх" темăпа 11 класс ертỹçи В. Мешкова тухса каларĕ. Шкул директорĕ В. Козлова ачасене кĕнекепе тивĕçтерес, çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлес ыйтусене хускатрĕ.
С. НИКИТИНА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)