Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесем кÿпĕнесрен сыхланăр!

15 сентября 2012 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тата уйрăм хуçалăхсенче ĕне-выльăха çарансем, нумай çул ÿсекен курăксем çинче çÿретеççĕ. Юлашки вăхăтра хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче ĕнесем кÿпĕннĕ тĕслĕхсем те пулчĕç. Мĕн тумалла-ха кун пек чухне; Кĕтĕве ярас умĕн вĕсене утă, улăм е силос памалла. Вар-хырăм ытларах чухне çумăр çунă е сывлăм ÿкнĕ хыççăн хăвăрт йÿçекен ешĕл апат çитерсен пăсăлать. Уйрăмах люцерна, клевер, вика, кукуруза, каю, кĕрхи культурăсен калчисем, купăста, тата выльăх кăшманĕн çулçисем хăвăрт кÿпĕнтереççĕ. Çавăн пекех выльăха вăхăтра тата çителĕклĕ паха апат паманни, выçăллă-тутăллă усрани, рационта утă е ытти апатсем кирлĕ чухлĕ пулманни, пăсăлнă е шăннă япаласем çитерни те витĕм кÿрет. Ешĕл курăкпа тăрантарнă хыççăн шыв ĕçтерсен те выльăхсем кÿпĕнме пултараççĕ. Çакăн пек чухне апат хăвăрт йÿçет, газ нумай пухăнать. Сулахай енчи хырăмĕ пысăкланса каять, выльăх кавлеме чарăнать, сĕлекине юхтарать, каялла çаврăна-çаврăна пăхать, хыçалти урисемпе хырăм айне тапать. Вăхăтра пулăшу памасан вилсе те каять.

Инкек курас мар тесен выльăхсене кĕтÿçсен сăнасах тăмалла, йăшнине асăрхасанах курăк анинчен илсе тухмалла. Выльăх тухтăрĕ киличчен пĕрремĕш пулăшу памалла. Кÿпĕннĕ ĕнене сăртлăрах вырăна тăратмалла, çурăмĕ çинчен шыв ямалла, тин сунă сĕт 2–3 литртан кая мар ĕçтермелле е тимпанол ятлă препаратпа усă курмалла. Хырăмĕ çав-çавах тулса тăрать, чакмасть пулсан газа хăвăрт кăларас тĕллевпе сулахай енчен хырăмлăха трокарпа шăтармалла, ÿте хăварнă гильзăна 3–4 сехетрен кая юлмасăр кăларса илмелле. Сурана йод настойкипе сĕрмелле, кайран трициллин е стрептоцидпа йодоформ хутăшне сапмалла.

Выльăхăн хавшанă организмне çирĕплетме глюкозăпа кофеин, хлорлă натри, ытти эмелсем памалла. Ĕнесем чирленине çийĕнчех вырăнти ветеринари ĕçченĕсене пĕлтерме манмалла мар.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика