Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ правительство йĕркеленĕ

23 мая 2012 г.

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ В. Путин çĕнĕ правительство йышне çи-рĕплетни çинчен пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ (Патшалăх Думи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн) Дмитрий Медведев. Министрсен Кабинечĕн виççĕ-тăваттăмĕш пайĕ улшăннă. Малашне правительствăра пĕр вице-премьер – Игорь Шувалов – тата 6 заместитель – Владислав Сурков (вăлах аппарат ертÿçи), Дмитрий Рогозин, Дмитрий Козак, Аркадий Дворкович, Ольга Голодец, Александр Хлопонин (вăлах Президентăн Çурçĕр Кавказри полпречĕ) – пулĕç.

Хăйсен вырăнĕнчех юлнă чиновниксем нумайăн мар: ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров, оборона министрĕ Анатолий Сердюков, спорт министрĕ Виталий Мутко, финанс министрĕ Антон Силуанов, юстици министрĕ Александр Коновалов.

Шалти ĕçсен министрне Владимир Колокольцева лартнă. Вăл халиччен Мускав хулин шалти ĕçсен уйрăмне ертсе пынă. Чрезвычайлă лару-тăру министрĕ Владимир Пучков маларах çак министерствăн статс-секретарĕ пулнă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине ĕлĕк-хилле икке пайланă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова тата Ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Максим Топилин та малтанхи министерствăра заместительсем пулса ĕçленĕ. Культура министрĕ Владимир Мединский иртнĕ созыври Патшалăх Думинче культура комитечĕн ертÿçи пулнă. Вĕренÿпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов çак должноçа Мускаври хурçăпа металл хутăшĕсен институтĕн ректорĕн ĕçне хăварса килнĕ. Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Сергей Донской пĕлтĕр çĕнĕрен йĕркеленĕ “Росгеология” патшалăх компанине ертсе пыратчĕ. Промышленность тата суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров çур çул ĕнтĕ çак ведомствăн ертÿçин ĕçĕсене туса пынă, халĕ ăна тинех çирĕплетрĕç. Инçет Хĕвел Тухăçне аталантарас енĕпе ĕçлекен çĕнĕ министерство йĕркеленĕ, ăна Виктор Ишаев, çак округăн полпречĕ, ертсе пыма пуçлĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Андрей Белоусов – халиччен çакăнтах министр çумĕ пулса ĕçленĕскер. Регионсен аталанăвĕн министрĕн портфельне Олег Говоруна шанса панă. Ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров – тăхăр вуннăмĕш çулсенче РФ юстици министрĕ, каярахпа Чăваш Ен Президенчĕ пулнăскер. Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров халиччен Тутарстанăн çыхăну министрĕнче ĕçле-нĕ. Транспорт министрне Максим Соколова çирĕплетнĕ. Энергетика министрĕ Александр Новак ку вырăна Красноярск крайĕн правительствин председателĕнче, финанс министрĕн çумĕнче вăй хунă хыççăн килнĕ. Уçă Правительствăпа çыхăну тытакан (ку та çĕнĕ ведомство) министр Михаил Абызов маларах Д. Медведевăн советникĕ пулнăскер, предприниматель.

Çапла вара, Министрсен Кабинечĕн йышĕнче, икĕ çĕнĕ поста тата пайланнă ведомствăна шутласан, 21 министр пулса тăчĕ. Экспертсем хакланă тăрăх, çĕнĕ йышăн ĕçлес пултарулăхĕ питĕ пысăк.



Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика