Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕпчевçĕ çулĕпе утать

11 апреля 2012 г.

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкултан 2007 çулта вĕренсе тухнă Сител хĕрĕ И. Ухримова аслă пĕлÿ илме Шупашкара çул тытнă. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе вăл И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Пĕрремĕш курсрах Иринăна ушкăн ертÿçи пулма шанаççĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене хĕр ача кăмăлтан пурнăçласа пырать. Студентка пултарулăхĕпе вĕсен ушкăнĕ факультетра иртекен конкурссенче яланах малтисен ретĕнче.

Ирина наукăпа практика конференцийĕсене активлă хутшăнать, тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕ çырать. Халĕ Чăваш халăх поэчĕ Н. Исмуков пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчет. Пилĕк çулта Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем нумай пухăнчĕç пикен. Юрлама юратнăран факультетсем хушшинчи уяв концерчĕсенче тĕрлĕ юрă шăратать.

И. Ухримова тăваттăмĕш курсра педагогика практикинче пулчĕ. Методистсемпе вĕрентекенсем пулас учитель урокĕсене çÿлти шайра хакларĕç. Профессие юратни палăрчĕ çакăнта.

 

Ирина пирки вĕренекенсем ăшă сăмахсем çеç калаççĕ. Пĕрле ĕçлекенсем (шкул çулне çитмен ачасен учрежденинче воспитательте тăрăшать) ырă кăмăллăхĕпе сăпайлăхне, хăйĕн ĕçне юратса пурнăçланине палăртаççĕ. Ачасен амăшĕсем те кăмăллă.

Пултаруллă студентка шанчăклă юлташ, юратнă аппа та.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика