Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăçмаççĕ службăри кунсем

30 июля 2011 г.

Вĕсен пурнăçĕ те, йăли-йĕрки те урăхларах, сăмахĕсем те пурне те ăнланмалла мар: каюта, кок... Сăмсасăр карттус çинчи якорь ÿкерсе хунă лента вĕлкĕшсе тăни кирек хăш каччăна та илем кÿрет. Ахальтен-им моряксем çине хĕрсем те ăмсанса пăхаççĕ. Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнисем туслăх, пурнăç мĕн хак иккенне те питĕ лайăх пĕлеççĕ. Шыв çинче уйăхĕ-уйăхĕпе пурăнакансен яланах пĕр девиз: “Пĕри–пуриншĕн, пурте–пĕриншĕн”. Пăлапуç Пашьелĕнчи Л. Романов (ÿкерчĕкре) службăран шăп 60 çул каялла таврăннă пулсан та карап çинчи вăхăта халĕ те асĕнчен кăлармасть: тельняшкине тăхăна-тăхăна пăхать, мăнукĕн мăшăрĕ парнеленĕ карттуса алла илет. Ĕмĕр тăршшĕпех вăл тинĕс çар флочĕн девизĕпе утать. 1944 çулхи чÿкĕн 20-мĕшĕнче Лазарь Васильевич 17 тултарать, раштавăн иккĕмĕшĕнче ăна салтака кайма ят тухать. Ун чухне вăхăчĕ çапларах пулнă: вăрçă кĕрленĕ. Кашни яшăн чĕринче тенĕ пекех тăшмана курайманлăх хĕмленнĕ, çавăнпах çул çитнипе çитменнине пăхмасăрах алла пăшал тытма хатĕр тăнă. Яштака каччăна тинĕс çар флочĕ валли суйласа илнĕ. Пашьел каччи Дунай флотилине лекнĕ, артиллерист пулса тăнă. Вĕсен çар чаçĕ Чехословакинчи пĕр хулара тăнă, çакăнтах аллине пăшал тытма тивнĕ. Японипе вăрçă пуçлансан вĕсен чаçне унта янă.

Çар пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çамрăк чăваш каччин, артиллерист пулнă май, карапăн сăмси çинче вырнаçнă пушкă патне 60 килограмлă снарядсене çĕклеме тивнĕ. Мĕн ачаран ĕç çумне çыпçăннăран, йывăрлăха чăтма хăнăхнăран нăйкашса ятне яман.

–Йывăр йăтма тивнине шута илсе апат лайăх çитеретчĕç: кунне тăватă хут. Таврара лăпкă чухне 12 сехетрен пуçласа 15 сехетчен кантаратчĕç, эпир ăна “адмиральский час” теттĕмĕр, – аса илет Лазарь Васильевич, – Питĕ туслă пурăннă, пĕр-пĕрне кÿрентерес шухăш пулман. Çамрăксене аслисем пĕрле илсе çÿренĕ.

Л. Романов çар хĕсметĕнче 7 çул пулнă, çак вăхăтра Дунай таврашĕнче вырнаçнă чылай хулана çитсе курнă. Халĕ хăй пулнă вырăнсене пушă вăхăтра час-часах аса илет.

1951 çулта Лазарь Васильевич тăван ялне килет.

–Ун чухне Совет Союзĕпе Америка хушшинчи хутшăнусем лайăхах марччĕ, киле таврăннă пулсан та отпуска кăна каятпăр тенĕ, – пĕлтерет Тинĕс çар флочĕн матросĕ. – Сăмаххипе каланă пулсан та “Славянка” маршĕпех ăсатнă.

Çуралнă тăрăха çитсен нумай канса ларман, хуçалăх ĕçне хутшăннă. Тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă. Тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Лазарь Васильевича ревизи комиссине, правлени членне темиçе хут та суйланă. “Ĕç ветеранĕ” хисепе илме тивĕçнĕ.

1952 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Лазарь Васильевичăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулнă: Пăлапуç Пашьелĕнчех çуралса ÿснĕ Лидия Абрамовнăпа пĕрлешнĕ. Çемьере ывăлсенчен асли пулнăран уйрăлса тухса çурт лартнă. Хăй ĕмĕрĕнче Л. Романов виçĕ пÿрт хăпартнă. Мăшăрĕпе 3 хĕрпе 2 ывăл пăхса ÿстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă. Шел пулин те, хăйсемпе пĕрле пурăнакан ывăлĕ вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлнă. Нумай пулмасть вара 59 çул та уйăх çурă юнашар утнă мăшăрĕсĕр тăрса юлнă.

–Пахчари пан улми йывăççисене, юмана арăмпа лартнăччĕ, ачасем те пулăшнăччĕ. Вĕсем çине пăхатăп та, иртнĕ вăхăтсене аса илетĕп, – тет шухăшлăн ĕç ветеранĕ. – Юрать кин, мăнуксем пур...

Романовсен килĕнче хальхи вăхăтра тăватă сыпăк килĕштерсе пурăнаççĕ: Лазарь Васильевич хăй, кинĕ, мăнукĕ мăшăрĕпе тата мăнукĕн ачи. Сăмах май, мăнукĕ те аслашшĕ пек тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă, çавăнпах Л. Романов карапсем çинче мĕнле улшăнусем пуррине питĕ лайăх пĕлет.

Çулсем чылай иртнĕ пулсан та ыйхă килмен каçсенче е килте пĕччен чухне Лазарь Васильевич Дунай шывĕн хум сассине, унта çÿренĕ вăхăтсене, юлташĕсене час-часах аса илет. Кашни çулах Тинĕс çар флочĕн кунĕнче тельняшкине тăхăнать, пĕрле службăра тăнисене, ăшĕнче пулсан та, уявпа саламлать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика