Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕвви шăрçа пек пулать

05 мая 2011 г.

–Мăн кун типпи тухсан шăллăм туйне пĕр пек тумпа каймашкăн Пăлапуç Пашьелĕнчи Т.Кузьмичева патĕнче пĕрешкел çичĕ чăваш кĕпи харăс çĕлеттертĕмĕр. Аркăллăскерсем. Пурçăн пусмаран. Тĕсĕсем çеç ăрасна: сенкер, симĕс, кĕрен. Саппунĕсем шурă. Вĕсене те çĕлесе пама хирĕçлемерĕ çĕвĕç. Аркăри пĕрĕмсене тирпейлĕн хытарса якатнă. Аçлăкне шурă пÿс хунă. Сăмахпа каласа пама пĕлмелле мар килĕшÿллĕ. Умма тевет çакса ташша тухасси çеç юлать, –

ăмсанмалла пĕлтерет автобус чарăнăвĕнче тăракан пĕр хĕрарăм куммăшне.

–Мăн кун типпи тухсан шăллăм туйне пĕр пек тумпа каймашкăн Пăлапуç Пашьелĕнчи Т.Кузьмичева патĕнче пĕрешкел çичĕ чăваш кĕпи харăс çĕлеттертĕмĕр. Аркăллăскерсем. Пурçăн пусмаран. Тĕсĕсем çеç ăрасна: сенкер, симĕс, кĕрен. Саппунĕсем шурă. Вĕсене те çĕлесе пама хирĕçлемерĕ çĕвĕç. Аркăри пĕрĕмсене тирпейлĕн хытарса якатнă. Аçлăкне шурă пÿс хунă. Сăмахпа каласа пама пĕлмелле мар килĕшÿллĕ. Умма тевет çакса ташша тухасси çеç юлать,– ăмсанмалла пĕлтерет автобус чарăнăвĕнче тăракан пĕр хĕр арăм куммăшне. Çак калаçăва илтсе хамăн та çие тăхăнса пăхас кăмăлăм çуралчĕ «артистсен» кĕпине. Чăн-чăнах та сцена çине тухакансен тумĕ тесе йăнăшмастăп та, мĕншĕн тесен вĕсене хăнара та сайра куратпăр мар-и; Районта ирттерекен акатуй-сабантуй уявĕнче пĕлтĕр епле килĕшÿллĕ пулнăччĕ. Чăваш наци тумĕпе вăййа, сцена çине тухрĕç. Илемлĕ пикесен çийĕнчи кĕпесене чылайăшне Тамара Павловна çĕленĕ те ĕнтĕ. Алă ĕç ăстипе паллашас шухăш çавăнтанпах сÿнмест манра. Çавăнпа инçе çула çывăхлатса Пăлапуç Пашьелне çитме тĕллев лартрăм.

Çуртра тирпейлĕ çын пурăнни урамранах паллă. Пÿрт умĕнчи палисадникре çеçкесем ÿсеççĕ. Урамалла тухакан чÿрече каррисене çĕвĕ машинипе тĕрĕленĕ. Чăлт шурă курăнаççĕ вĕсем. Пĕчĕк пÿрт чÿречи те çавнашкалах. Çурта ют çын килнине хăнăхнăскер, тин çеç кăнтăрлахи сăвăмран кĕнĕ хĕр арăм аллине тепĕр хут çуса кăмăллă калаçу пуçарчĕ. Куçран пăхса мĕн çăмăлпа çÿренипе интересленчĕ. Малти пÿрт, çывăрмалли пÿлĕм веçех тĕрĕ ăшĕнче. Пĕр канваран, иккĕрен хĕреслĕ илсе уйри чечексене пусма çине чĕррĕн кăларнă. Тенкел çинче вара хайхи аркăллă чăваш кĕписем тирпейлĕн вырăн тупнă. Пĕчченех пурăнаканскере кансĕрлемеççĕ вĕсем.. Хуçисене кĕтеççĕ. Заказ паракансем вара Пăлапуç Нурăсĕнчен, Ишлĕрен, Аслă Чементен, Патăрьелĕнчен, кÿршĕллĕ Комсомольски, Улатăр районĕсенчен тата ытти çĕртен те пур.

Алă ĕçĕпе канăç тупакан Тамара аппана пĕртте саккăрмĕш теçеткере пырать теейместĕн. Йĕп çăрхине куçлăхсăрах курать. Çавăнпа тĕрри, çĕвви шăрçа пек пулать те ĕнтĕ унăн. Ĕçĕ çынна юрăхлăскер. Ахальтен мар çичĕ ютран çĕлеттерме те килмĕччĕç.

Çĕвĕ машини умне пуçласа улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне ларнăччĕ. Анне пасартан пусма илсе килнĕччĕ. Хĕресне ывăлĕ валли кĕпе çĕлемелле. Хăйĕн вăхăчĕ пулмарĕ. Тытрăм та касса çĕлерĕм. Çÿхи те вырăнлă ларчĕ. Пусми çеç кăштах юлчĕ. Пуçласа тунă ĕçе анне пысăк хак памарĕ пулин те Алеша ăна мĕн çĕтĕличчен çийĕнчен пăрахмарĕ. Çакă хавхалантарчĕ те,-каласа парать Тамара Павловна.–Халĕ хам та 18 ачан хĕреснамăшĕ. Пĕр килĕрен 2-3 ача тыттарни те пур. Вăхăтĕнче вĕсене кашни Мăнкуна çĕнĕ кĕпе тăхăнтартнă.

Ăсталăхĕ пĕчĕккĕн ÿссе пынă. Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă çĕре хĕре çĕвĕ машини илсе панă. Унăн хакне ĕçлесе вунă уйăхрах татма пултарнă Тамара Павловна. Паянхи кун та çав хатĕрех унăн. Сасси те çук. Шакăлтаттарать çеç.

«Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ĕçĕпе» теççĕ. Ĕçрен маттур, правур пулни каламасăрах паллă. Ялах юлса тĕпленнĕ Тамара аппа. Витĕр тирпейлĕскер фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçленĕ. Паянхи кун та ун патне пулăшу илме сахалăн мар килеççĕ. Укол тăвасси, пĕр-пĕр чиртен сывалмалли эмел сĕнесси уншăн хăнăхнă ĕç.

Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ Кузьмичевсем. Шел, мăшăрĕ паянхи ырлăхпа киленсе пурăнаймасть,10 çул каялла вилнĕ. Ăрăва малалла тăсакансем вара тĕп йăваран вĕçсе кайнă. Юрий ывăлĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Икĕ ачаллă. Вĕсем те çитĕннĕ. Аслă шкулсенче ывăлĕ юриста, хĕрĕ информатика вĕренсе тухаççĕ.

Юля Анат Туçа ачипе çемье çавăрнă. Маршевсем Санкт - Петербургра тĕпленнĕ. Хăтлă хваттерлĕ, çăмăл автомашинăллă, дача та пур. Мăнукĕ кукамăшне кĕçĕн мăнуклă та турĕ ĕнтĕ.

Йăх малалла тăсăлни савăнтарать. Тивĕçлĕ канăва тухсан пĕр уйăх та ĕçлеймерĕм. Юрий ывăлăм икĕ ачине вăхăтлăха яла килсе леçрĕ. Вĕсемпе йăпанмалла пулчĕ. Мăнуксем ывăл-хĕрпе танах, вĕсенчен те çывăхрах мар-и-ха;–сăмах çумне сăмах хушать Тамара Павловна.

Хĕвел пит çине ÿкиччен нихăçан та çывăрса курман Т. Кузьмичева. Выльăх-чĕрлĕх усраканăн ыйхи кĕске. Çак çула çитнĕ ытти пĕччен хĕр арăм ку таранччен ялта ĕне тытнине сайра илтме пулать. Районĕпе те пÿрне хуçса шутламалăх-тăр çеç вĕсем.

Кÿршĕ-аршăран, тăван-пĕтенрен, тус-юлташран татăках тăмасть Т. Кузьмичева. Мăшăрĕн йăмăкĕ Люба та тăтăшах килсе çÿрет. Çийĕнчи кĕпине инкĕшĕ çĕлесе панипе кăмăллă. Тÿмме йăлли таранах тирпейлĕ тунипе тĕлĕнет. Пĕр сăмахпа каласан, кĕпе çĕлесе пама ыйтакана килĕнченех хатĕр тумпа кăларса яма пултарать.

–Чăвашлăх туйăмĕ çамрăксенче те упраннишĕн савăнатăп. Ача садне, фольклор ушкăнне çÿрекенсем çĕлеттереççĕ кĕпесем. Апла пулсан, Хусанкай калашле, « эпир пулнă, пур, пулатпăр-ха малашне те» – кăмăллăн ăсатса пирĕнпе сыв пуллашрĕ Т. Кузьмичева.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика