Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхине курса, ыранхине шанса

04 декабря 2010 г.

Акăнмасăр выртакан, çум курăк çитĕнекен уйсем нумайăшне пăшăрхантараççĕ, аслă çултисем пушшех те чĕре çывăхне илеççĕ. Ара, хăй вăхăтĕнче тырă çитĕннĕ хирсем пушă выртни чăннипех те çĕр суранĕ пекех. Пĕр 5-6 çул каялла Пăлапуç Пашьелĕнче те çак ÿкерчĕк чылайăшĕн чунне ыраттарнă. 2006 çулхи пуш уйăхĕнче тулли мар яваплă “Булинская” пĕрлешÿ йĕркеленсен кăна улшăну лайăхланнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхăн 612 гектар çĕр шутланать. Çуллен унăн кашни лаптăкĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Çуркунне сухан вăрлăхĕ–2, çĕр улми 35 гектар, ыттине тĕш тырă акнă. Удобрени, гербицид сапнă. Çанталăк кăçал çĕр ĕçченне хирĕçле пулчĕ, çавна май тухăç ытлашши савăнтармарĕ. Тĕш тырă пĕр гектартан 9,4 центнер пухса кĕртнĕ, кĕрхисем хĕл сиввине пула пĕтнĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне те çĕнетсе тата пысăклатса пыраççĕ, вăл 75 гектар йышăнать.

Ку çул çăмăлах килмерĕ, анчах “Булинская” агрофирмăра пуç усман. Пĕлтĕр кĕрхи культурăсенчен тупăш курман пулин те тулă 190 гектар акса хăварнă, çĕртме те тунă.

Кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç кăна, акана валли хатĕрленме те тытăнмалла. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ культура вăрлăхĕ çителĕклĕ, апробаци тунă. Удобрени пур. Халĕ сивве, шăрăха пула пĕтнĕ ÿсен-тăраншăн паракан кĕмĕлпе çунтармалли-сĕрмелли материал турттарма тытăннă. Çур аки валли ăна кирлĕ чухлĕ янтăлама палăртнă.

– Малтан ÿсен-тăран отраслĕпе çеç ĕçлесшĕнччĕ, кайран выльăх- чĕрлĕхсĕр те май çукки курăнчĕ. Çавна май витесене юсама, ĕнесемпе сыснасем туянма тиврĕ, – тет агрофирма ĕçĕпе паллаштарнă май унăн ертÿçи С.Чаданов. Сергей Николаевич тулли мар яваплă “Булинская” пĕрлешĕве малтанхи кунтанах ертсе пырать. Пушă выртакан хирсем чунне ыраттарнипе çавăн пек пысăк яваплăха хăйĕн çине илнĕ.

Ертÿçĕпе витесене те çитсе куртăмăр. Выльăх шучĕ хальлĕхе сахал: сысна–110, ĕне–10, пăру– 8, лаша–5, тиха 5 пуç. Хĕл каçма апат çителĕклĕ янтăланă. Выльăх-чĕрлĕх шутне тата ÿстерес тĕллевпе пĕр витен усă курман пайне юсама тытăннă. Эпир пынă чух урайне саратчĕç. Çамрăк пăрусене валли ятарлă клеткăсем те хатĕр.

– Сыснасем кăна усрама шухăшланăччĕ, анчах çурасене валли сĕт кирлĕ. Ăна ăçтан тата камран кайса шырамалла; Коллективпа ларса шухăшларăмăр та, ĕнесем илес терĕмĕр, –тет Сергей Николаевич. Йыш пысăк маррипе витери ĕçе механизацилемен, каярахпа алă вăйĕпе пурнăçлассине пĕтересшĕн.

Выльăх сахал-и, нумай-и пурпĕрех вăхăтра апат çитермелле, айне тасатмалла. Т. Казаковăпа Т. Макова, А. Капитонов хăйсене шаннă тивĕçе чунтан пурнăçлаççĕ.

Ял хуçалăхĕнче техника пысăк вырăн йышăнать. “Булинская” агрофирмăра икĕ çĕнĕ тата 2 кивĕ МТЗ, Т-150, ДТ (бульдозер) тракторсем, пĕр комбайн пур. Кредитпа тепĕр «хурçă ут» илме планлаççĕ. Техникăсене А. Гордеев, И. Чернов, В. Тукмаков пăхса юсаса тăраççĕ, руль умне те хăйсемех лараççĕ. Хĕлле те вĕсем пушă тăмаççĕ. Вăрмантан йывăç турттараççĕ. Хуçалăхăн хăйĕн пилорами пур, унта çуртарса стройматериалсем хатĕрлеççĕ.

Ертÿçе хумхантаракан ыйтусем те хальлĕхе нумай-ха, вĕсенчен пĕри–кадрсен тивĕçлĕ канăва каймалли çулĕ çитсе пыни. Трактористсем тата ытти специалистсем те çамрăк мар, яш-кĕрĕм вара хуçалăх ĕçне хутшăнассишĕн пит çунмасть.

–Шалу уйăхра икĕ хутчен паратпăр. Натура тÿлевĕ те пур. Май пур таран йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, пур лаптăка та акса-лартса хăварма тăрăшатпăр,–терĕ С. Чаданов сыв пуллашнă май.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика