Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă вырнă вăхăт

11 июня 2010 г.

Йывăр хуйхăллă, пысăк çухатуллă вăрçă вăхăчĕ. Анчах хурланса, кулянса ларма май çук. Халăх тырă пуссине тухнă, каçалăксем уйăрса панă.

Амăшĕсем хăйсен 7-8 çулхи ачисене те çурла тыттарнă, тырă вырма илсе тухнă.

Ачасене йывăр, хĕвел пĕр шелсĕр çунтарать, типĕтет, шыв ĕçес килет. Ăна пичĕкепех илсе килнĕ-ха. Ачасем çара уран, урасене хăмăл чикет, ыраттарать, ыраш пăванĕ хытă çыртать, йĕрес килет.

Хĕвел хăпарсах пырать, вунпĕр сехет енне сулăнсан вĕсен хырăмĕ выçать. Çакскерсем апат килессе кĕтсе вĕçĕмсĕр ял еннелле пăхаççĕ, унтан лаша урапи çине каткасем лартса яшка илсе килеççĕ (çăкăр нихăçан та пулман).

Апат килнине курсан ачасем тем пекех хĕпĕртеççĕ, кăшкăраççĕ...

Кăнтăрла иртсен 4-5 сехетсенче ывăннă ачасем майĕпен килĕсене утаççĕ. Амăшĕсем те чармаççĕ ĕнтĕ. Çапла нушаланса тырă вырнă амă-шĕсемпе ачисем, кĕлте тунă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика