31 декабря 2009 г.
Вăрманпа пурнăçне çыхăнтарнă çыннăн чунĕ те вăрман пекех аслă та пуян пулмалла пек туйăнать мана. Пăла участок лесничествинче лесничий пулăшуçинче вăй хуракан Леонтий Иванович Александровпа паллашсан шухăшăм тĕппипех çи-рĕпленчĕ. Уçă кăмăллă, вашават, юрра-ташша ăста арçын 40 çул йывăçсем лартассипе, çут çанталăкăн пуянлăхне упрассипе тимлет. Уншăн кашни хунав, чечек-курăк хаклă. Вĕсем – унăн пурнăçне, ĕмĕрне хак паракансем.
– Çитес çул тивĕçлĕ канăва тухатăп. Йĕри-тавра хам алăпа лартнă йывăçсем çитĕнеççĕ. Вĕсенчен уйрăлассине шухăшласа илетĕп те, чуна йывăр, – тет хăйĕн пирки каласа панă май Л. Александров.
Леонтий Иванович Пăлапуç Пашьелĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсем пиллĕкĕн пĕр тăван, тăватă ывăл та пĕр хĕр, пулнă. Ашшĕ, Иван Александрович, трактористра ĕçленĕ. Хисеплесе ăна ялта Иван мучи тенĕ. Амăшĕ те, Софья Дмитриевна, ĕçчен те маттур хĕрарăм пулнă. Ачисене пĕчĕклех вăй хумасăр çăкăр çиме çуккине ăнлантарнă.
– Пĕр 5-6 çулта чухнех, тен, кăшт маларах та пуль, вăрмана çырлана çÿреттĕм. Куккасем патне Турхана хăнана кайсан та килте ларман. Аннен тетĕшĕ лесникчĕ, унпа пĕрле каяттăм. Ачалăхăм йывăçсемпе çыхăннăранах пуль вăрман-çă ĕçне суйласа илтĕм, – сăмах çиппи сÿтĕлнĕ май пĕлтерет Леонтий Иванович.
1965 çулта вăл 8 класс пĕтерет. Улатăрта вăрман ăстисем хатĕрлекен техникума вĕренме кĕрет. Виçĕ çул хушши ăс пухнă хыççăн, Пермь облаçĕнче 5 уйăх практикăра пулать. Кайран тăван ялне таврăнать, Пăла участок лесничествине ĕçе вырнаçать. Унтанпа, ав, 40-мĕш хут хĕл ларнă. Хуйхăрмалли, пăшăрханмалли, савăнмалли тем чухлех пулнă çак вăхăт хушшинче. Вăрмана вăрлассине чарас тесе кунĕн-çĕрĕн сыхланине, çулсем пулманран 50-60 çухрăмшар утнине епле манăн! Ĕмĕрлĕхех чĕрене кĕрсе вырнаçнă тĕслĕхсем те сахал мар.
– 30 пин çамрăк чăрăш лартрăмăр, çил çавсене веçех хăйăрпа хупларĕ те хучĕ. Шкул ачисем, колхозниксем пулăшнипе кашнине кăлартăмăр. Чĕрĕлчĕç. Халь вĕсем ÿссе кайнă, чăн-чăн вăрман. Вĕсене курсан чăннипех те чунăм савăнать, – тет Леонтий Иванович.
– Яла Патăрьелĕнчен килекен çул айккинчи вăрман вĕçĕнчи, Малти Хырай тетпĕр, çамрăк йывăçсене ачасем «Атте вăрманĕ», теççĕ, – калаçăва хутшăнать Леонтий Иванович мăшăрĕ. Анисия Александровна та Пăлапуç Пашьел хĕрех пулнă. Вăл «Комсомолец» колхозра ветеринар, техник-осеменатор пулса тăрăшнă. Виçĕ хутчен «Чи лайăх осеменатор» ята тивĕçнĕ. 2003 çултанпа тивĕçлĕ канура.
Леонтий Иванович юрра-ташша пит ăста. Ялти фольклор ушкăнне малтан Анисия Александровна ачисемпе çÿренĕ, каярахпа вăл мăшăрне те хăйĕнчен хăварман. Юлашки вăхăталла кăна кайма пăрахнă. Анисия Александровна вара халĕ те юрă-ташăпа çывăх, хăйĕнпе пĕрле мăнукне те илсе каять. Мăн аслашшĕ-асламăшĕн йăли-йĕркине пĕлсе ÿстĕр, тет.
Çыннăн пурнăçне илемлетекеннисем, пуянлатаканнисем – ачасем. Леонтий Ивановичпа Анисия Александровна 3 ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халь мăнукĕсем те пур, вĕсем тăххăрăн. Савăнмалăх пур. Килĕнче Александровсем Елена мăнукĕпе пурăнаççĕ.
– Эпир укçашăн мар, çут çанталăка упрассишĕн ĕçленĕ, – терĕ калаçу вĕçленнĕ майăн Леонтий Иванович. Кăна республика, Раççей шайĕнче панă Хисеп хучĕсем те çирĕплетеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)