19 марта 2008 г.
Алманчă ял тăрăхĕнче “Единая Россия” партин пуçламăш организацийĕн черетлĕ пухăвĕ пулнă. Хальхи вăхăтра кунта 38 парти членĕ. Алманчăсем çак йыша çĕнетес тĕлĕшпе те тимлеççĕ.
“Единая Россия” партин районти организацийĕн ертÿçи А.Казенов парти пухăвĕнче çĕнĕ членсене партбилетсем панă, малашне вĕсене тĕллевлĕ, хавхаланса ĕçлеме ăнăçу суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)