07 марта 2008 г.
Урамра юр пĕрчисем лĕпĕш евĕр хуçаланаççĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла сывлăшра çаврăнаççĕ. Пит, тута çине ÿксе ирĕлеççĕ. Ăшă çанталăкпа киленсе Алманчă ял урамĕпе утатпăр. Илемлĕ, капăр кирпĕч çуртсем, хуралтăсем. Юлашки çулсенче икшер хутлисем те самаях çĕкленчĕç.
Асфальт сарнă тикĕс çул. Урам икĕ енĕ-пе йывăçсем. Çыннисем те кăмăллă, хăнасене тарават. Тĕл пулакана сывлăх сунмасăр иртмеççĕ. Хамăр шыракан çурта тупма йывăрах пулмарĕ. Çамрăк кил хуçи, урамра юр хыраканскер, эпир мĕн сăлтавпа килнине пĕлсенех пире пÿрте йыхăрчĕ. Хирĕçленĕрен мăшăрне чĕнсе тухма килĕшрĕ. Кĕçех кĕçĕн алăка уçса йăрăс пÿллĕ, илемлĕ хĕрарăм тухса тăчĕ. Çап-çамрăкскере виçĕ ача амăшĕ тесе ĕненес те килмерĕ. Ют çынсене курсан вăл пĕрлĕхен пек хĕрелчĕ, именчĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Енри пултаруллă çамрăксене стипенди парасси çинчен хушу кăларнă. Çак чыса республикăри пин каччăпа хĕр тивĕçнĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ пирĕн районта ĕçлесе пурăнать. Çаксенчен пĕри – Наталия Павлова, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин доярки. Наталия Николаевна çак ялтах çуралса ÿснĕ. Амăшĕ – Луиза Мышова ĕмĕр тăрăшшĕпех фермăра вăй хунă, халĕ те ĕçлет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав. Ачаранах амăшне пулăшма çÿренĕ-скер Наташа та ферма ĕçне килĕштернĕ. Шупашкарти кулинари училищинче икĕ çул вĕреннĕ хыççăн дипломлă хĕр ялах таврăннă, сысна фермине вырнаçнă. Унтан хĕре ĕне фермине куçарнă. Малтанах дояркăсене улăштараканĕ пулнă. Пултарулăхне асăрхасан хăйне ушкăн уйăрса панă. Халĕ сакăр доярка 60 ĕне сăвать. Ĕçе 2 ушкăнпа йĕркеленĕ. Кун сиктерсе сменăпа ĕçлеççĕ. Пĕр кун – пĕрисем, тепринче – теприсем. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми сĕт сăвассипе районĕпех малта пырать. Кунта иртнĕ çул кашни ĕнерен 6568 килограмм сĕт суса илнĕ. Çак çитĕнÿре Наташа Павлова тÿпи те пур. Çичĕ çул хушшинче ăсталăха самаях туптанă вăл, кирек кампа та тупăшма пултарать. Йышра ĕçе тĕплĕ, тирпейлĕ тунипе палăрса тăрать, сăмаха çилпе вĕçтермест.
Мăшăрĕпе Геннадий Петровичпа виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Тимур – пиллĕкре, Данил – виççĕре, кĕçĕнни Диана 6 уйăхра. Ватăсемпе пĕр килте пурăннăран ачисене ÿстерме йывăрах мар.
– Мăнуксем пĕринчен тепри маттур, юратас килсе çеç тăрать. Кĕçĕнни хĕр çуралсан пушшех хĕпĕртерĕмĕр. Кин лайăх, килĕштерсе пурăнатпăр, – кăмăллă калаçать хунямăшĕ Валентина Яковлевна.
Президент çамрăксемшĕн çапла тăрăшни савăнтарать Павловсене.
– Мана иртнĕ çулах стипендиат пулма тăратнăччĕ. Ун чухне тивĕçмерĕ. Хальхинче хам ята хаçатра курсан питĕ хĕпĕртерĕм. Тата тăрăшарах ĕçлес килет. Ялта юлнăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп, кунта пурăнма лайăхрах, уçă сывлăш, вăрман, пĕвере хур-кăвакал чăмпăлтатни килĕшет мана. Хамăр пĕçернĕ çăкăр та тутлăрах, – савăнăçне пытармарĕ Наташа.
Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама, йывăрлăхсене çĕнтерме пĕлеççĕ Павловсем. Ĕçе юратни пурнăçра çитĕнÿ тума май парать. Çамрăксен малашлăхĕ çутă та илемлĕ. Вĕсенче – паянхи ял пуласлăхĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)